Чӑваш Енрен ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем Раҫҫей Геройӗн ятне е Раҫҫей орденӗсене тивӗҫнӗ пулсан вӗсене ҫӗр лаптӑкне тӳлевсӗрех харпӑрлӑха парӗҫ.
Ҫурт-йӗр тумалли е килти хушма хуҫалӑха тытса пымалли участоксене республика е муниципалитет ҫӗрӗсенчен йӗркелеҫҫӗ. Вилнӗ ҫар ҫыннин ҫемйин членӗсем те ҫӗре харпӑрлӑха илме пултараҫҫӗ.
Тата тепӗр ҫӑмӑллӑх — Росгварди служащийӗсен, ҫавӑн пекех ҫар служащийӗсен, ҫар задачисене пурнӑҫланӑ май пуҫ хунисен ачисене ашшӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ тапхӑрта кунне икӗ хутчен тӳлевсӗр апатпа тивӗҫтереҫҫӗ.