Пятница, 24 января

Шыв ҫитни ял ҫыннине савӑнтарать

Шыв ҫитни ял ҫыннине савӑнтарать

Иртнӗ эрнекун Чӗчкен ялӗнче ҫуртсене шыв ҫитнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паллӑ турӗҫ. Ҫак ятпа иртнӗ мероприятие Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Петр Красновпа Юрий Попов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, округ депутачӗ Рамиль Идиатуллин, «Альянсволгастрой» ООО директорӗ Григорий Карпов, вырӑнти   ертӳҫӗсем, хӑнасем, ял ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.

Чӗчкен ялӗнче пурӑнакансемшӗн шыв чылайранпа пӑшӑрхантаракан ыйтусенчен пӗри пулнӑ. Вырӑнта пусӑсем чавсан та шыв тухман е ҫӑлкуҫ вӑйсӑр пулнӑ. Шыв ҫитменнипе кӳршӗри Аслӑ Чурачӑк ялӗнчен те флягӑсемпе е пысӑкрах савӑтсемпе турттарнӑ. Яла водопоровод хурса централизациллӗ майпа шывпа тивӗҫтерес ыйтупа ял пухӑвӗсенче те сахал мар калаҫнӑ, ҫӳлти инстанцисене те ҫырупа тухнӑ. Ҫак енӗпе Чӗчкен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Ю.Г.Лукиянов та, маларах район депутачӗ пулнӑ Х.С.Идиатуллин та нумай  тӑрӑшнӑ. Вӗсем Чӑваш Республикин депутачӗсене те ку ӗҫе татса пама явӑҫтарма тӑрӑшнӑ. Пурте пӗрле тӑрӑшса ӑна патшалӑх программине кӗрттерме пултарнӑ, пӗлтӗр проекта хатӗрлесе ҫитернӗ.

Кӑҫал ҫуркунне ял урамӗсенче хӑватлӑ тракторсем кӗрлеме пуҫланӑ. «Альянсволгастрой» ООО строителӗсем траншейӑсем чавса шыв пӑрӑхӗсем, тимӗрпе бетон кӑшӑлсем вырнаҫтарнӑ. Предприяти ӗҫченӗсем тӑрӑшса вӑй хунӑ, ӗҫе пахалӑхлӑ пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Кӗске вӑхӑт хушшинчех вӗсем 11 километр ытла тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ хурса тухнӑ, 100 яхӑн кӑшкар вырнаҫтарнӑ.

Яла шыв кӗртес ӗҫ «Модернизация и развитие  сферы ЖКХ» патшалӑх программипе пулса пынӑ. Патшалӑх ку тӗллевпе 42642960 тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Чӗчкен ялне пырса кӗнӗ ҫӗре  талӑкра 99,95 кубла метр шыв уҫлакан икӗ пысӑк башня вырнаҫтарнӑ. Унӑн хӑвачӗ 200 ытла ҫуртра пурӑнакан 800 яхӑн ҫынна шывпа туллин тивӗҫтерме ҫитмелле.

— Чӑваш Енри ялсенче 2023 ҫулта тӗрлӗ йышши проектсене ӗҫе кӗртме 7,5 миллиард тенкӗлӗх инвестици хывнӑ. Унта вӗрентӳ те, культура та, сывлӑха сыхлас ӗҫ те, ҫул-йӗр те, пурте кӗрет. Чӗчкен ялӗнче пурӑнакансене ӗҫмелли пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтерес енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫ вӗсенчен пӗри, — палӑртнӑ вице-премьер С.Артамонов. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Раськин та хӑйӗн сӑмахӗнче ялти шыв ыйтӑвне татса пани пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулнине палӑртнӑ. Сӑмах калакансем чылайӑн пулнӑ. Вӗсем пурте ялти проблемӑсене татса панӑ чухне патшалӑх пулӑшу пама хатӗррине палӑртнӑ.

Ял ҫыннисен ячӗпе Шейхулла Гимальдинов сӑмах илсе яла шыв ҫитерес тӗлӗшпе тӑрӑшнӑ пур ҫынна та тав сӑмахӗ каларӗ.

Культура ӗҫченӗсем юрӑ-кӗвӗпе ҫак куна уйрӑмах хаваслӑх сӗмӗ кӗртрӗҫ.

Дина Абулханова,

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *