Пятница, 24 января

Салтак атти тӑхӑнма хатӗр

Ҫулсеренех ҫуркуннепе кӗркунне вунсакӑр ҫула ҫитнӗ тата аслӑрах яшсене Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме ӑсатаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра шӑпах кӗрхи призыв пырать, вӑл октябрӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, декабрӗн 31-мӗшӗчченех пырӗ. РФ Президенчӗн указӗ тӑрӑх,  ҫак тапхӑрта 130 пин ҫыннӑн ҫар ретне тӑмалла. Повесткӑсене 18 ҫултан пуҫласа 27 ҫулчченхи арҫынсене параҫҫӗ, вӗсен сӑлтавсӑр отсрочка илме е хӗсметрен пӑрӑнса  юлма ирӗк ҫук.

Кӗрхи ҫар призывӗ пынӑ май ЧР ҫар комиссариачӗн Комсомольски тата Елчӗк округӗсенчи уйрӑмӗнче тӑрӑшакансен халӗ хӗрӳ тапхӑр. Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннисем, кӑмӑлпа ҫирӗпписем ҫар ретне тӑраҫҫӗ. Кӑҫалхи кӗрхи призывпа пурӗ 28 каччӑна  салтака ӑсатма палӑртнӑ. Ҫак шутран пирӗн округран 13, Елчӗк округӗнчен 15 яш салтак атти тӑхӑнмалла. Ноябрӗн 15-мӗшӗ тӗлне плана ытлашшипех тултарса 30 ҫын ытла ӑсатнӑ та ӗнтӗ.

Акӑ, ноябрӗн 16-мӗшӗнче тепӗр 7 яша (виҫҫӗшӗ — комсомольскисем, тӑваттӑшӗ — елчӗксем) тӑванӗсем ырӑ ҫул пиллесе ҫӗршыва хӳтӗлеме ӑсатрӗҫ. Каччӑсем ҫар тумӗ тӑхӑнма хатӗррине, ырӑ кӑмӑл-туйӑмпа ҫула тухма пуҫтарӑннине пӗлтерчӗҫ. Вӗсене ЧР ҫар комиссариачӗн Комсомольски тата Елчӗк округӗсенчи уйрӑмӗн начальникӗ С.Ю.Данилов инструктаж пачӗ.

— Ҫӗршыва хӳтӗлесси — пысӑк чыс. Эсир сумлӑ тивӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласса шанатӑп. Ҫирӗп кӑмӑллӑ, хастар, пуҫаруллӑ пулӑр, чӑваш ятне ҫӳлте тытӑр, — терӗ вӑл яшсене ырӑ сунса. Военком ҫавӑн пекех салтак пурнӑҫӗпе, ҫарти паянхи ӗҫ-хӗлпе кӗскен паллаштарчӗ.

Призыв малалла пырать. Декабрӗн 12-мӗшӗнче Елчӗк округӗнчи пӗр каччӑ президент полкне кайӗ. Ҫар ретне тӑракансене телейлӗ ҫул пултӑр, сӗт ҫулӗпе кайса ҫу ҫулӗпе каялла таврӑнӑр.

Шел пулин те, салтака каясран пӑрӑнса ҫӳрекенсем те пур-мӗн, ун пеккисем пирӗн округра 11-ӗн. Вӗсемпе яваплӑ органсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫара каясран пӑркаланса ҫӳрекенсене админинистративлӑ яваплӑх кӗтет. Тивӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫланине нимӗн те ҫитмест.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *