
Мускавра ВДНХра Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, ноябрӗн 4-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей» форум-выставка ӗҫлеме пуҫланӑ. Унти 75-мӗш павильонра вырнаҫтарнӑ экспозицисем тӑрӑх Раҫҫейри 89 регионпа туллин паллашма май пулать. Выставкӑна вӑл уҫӑлнӑ кун ҫеҫ 190 пин ҫын ҫитсе курнӑ.
Чӑваш Республики те форум-выставкӑна тӗплӗн хатӗрленнӗ, пуян экспозици йӗркеленӗ. Пирӗн тӑрӑхпа паллаштаракан павильонра та ҫын йышлӑ пулнӑ.
Выставкӑна килнисене курав уҫӑлнӑ ятпа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев видеоҫыхӑну урлӑ саламланӑ. Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче унта РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков, Алла Салаева ҫитсе курнӑ.
Пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, Чӑваш Республикин выставкӑри тӗп объект — пысӑк тухья. Вӑл чӑнах интерактивлӑ лапам пулса тӑнӑ. Чӑваш Ен пуҫарӑвӗпе хатӗрленӗ «Раҫҫейӗн тӗрӗллӗ карти» форум-выставкӑра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ.
Раҫҫей ҫитӗнӗвӗсен выставки питӗ пысӑк. Вӑл ҫитес ҫулхи апрелӗн 12-мӗшӗччен ӗҫлет.