Учитель, вӗрентекен, наставник — пӗр пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем, синонимсем. Вӗсен ӗҫне эпӗ ҫӗр ӗҫченӗсеннипе танлаштарӑттӑм. Ҫӗр ӗҫченӗ тырӑ акса ҫитӗнтерет, унран ҫӑкӑр пулать. Пирӗн ачасен пуласлӑхӗ те учитель мӗнле «вӑрлӑх» акнинчен килет — унӑн ӑс-тӑнӗнчен, тавракурӑмӗнчен, пултарулӑхӗнчен. Вӗрентекен хӑй те ӗмӗрӗпех вӗренет, аслӑрах юлташӗсен опытне тишкерет, ӑса хывать.
Кам-ха вӑл учитель? Пӗр ҫыравҫӑн ҫапла йӗркесем пур:
«Учитель тени вӗрентетӗп тени мар,
Учитель тени — вӗренетӗп тени.
Учитель тени ӑс паратӑп тени мар,
Учитель тени — ӑс пухатӑп тени».
Мӗн те пулин ҫӗннине пӗлес, алла илес тесен вара педагогӑн яланах вуламалла, сӑнамалла, конференцисемпе семинарсене, ыттине хутшӑнмалла, курса ҫӳрени те пысӑк усӑ парать.
Учительсем — ялти интеллигенци, ҫавӑнпа вӗсене яланах ӑнлантару, пропаганда ӗҫне явӑҫтарнӑ. Ҫын умӗнче калаҫас тесен тӗнчери, ҫӗршыври лару-тӑрӑва, политикӑна аван пӗлмелле-ҫке. 1979 ҫулта пире, районти 5 коммунист-учителе, Чӑваш обкомӗн марксизм-ленинизм университетне вӗренме ячӗҫ. Унта икӗ ҫул куҫӑн мар майпа пӗлӳ илсе эпир пропагандистсем пулса тухрӑмӑр.
Пирӗн вӑхӑтра шкулсенче «Юный книголюб» клуб ӗҫлетчӗ. Конкурссем, литература уявӗсем, ӑмӑртусем шкулсенче, районсенче, Шупашкарта иртетчӗҫ. Ку ӑмӑртӑва вӗрентекенсем хутшӑнатчӗҫ. Эпир республикӑра тӑватӑ хутчен ҫӗнтертӗмӗр, мана ҫакӑншӑн чаплӑ поэтсене А.С.Пушкина, С.А.Есенина халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри литература уявӗсене ячӗҫ. Унта кайма выставка хатӗрлерӗмӗр, ҫак ӗҫре Б.Г.Кокорев та пулӑшу пачӗ. Киле дипломсемпе таврӑнтӑмӑр. Кунсӑр пуҫне, ҫав ҫулҫӳревсенчен вӗрентӳ процесӗнче кирлӗ пулакан ҫӗнӗлӗхсемпе килтӗм. Поэтсем пурӑннӑ, вӗреннӗ, ӗҫленӗ вырӑнсенче пулса курни ӑс-тӑнра, чунра тарӑн йӗр хӑварчӗ.
1980 ҫулта районти вӗрентӳ пайӗн методкабинечӗ эпӗ класс сехечӗсенче усӑ куракан меслетсене пухса «Патриотическое воспитание во внеклассной работе по литературе» буклет кӑларчӗ, мана «Ҫулталӑк учителӗ» ятпа чысларӗҫ, Шупашкар-Астрахань теплоход ҫине путевка пачӗҫ. Ҫав ҫулҫӳревре Волгоград хулинче пулнине нихӑҫан манаймӑп.
Ӗмӗрӗм халӑх хушшинче иртрӗ тесен те йӑнӑш мар. Шкулта 42 ҫул ӗҫлерӗм, ку манӑн пурнӑҫри чи хаклӑ самант. Яланах ачасемпе, ял ҫыннисемпе хутшӑннӑ, ялти хӗрарӑмсен советне 45 ҫул ертсе пытӑм. Ҫынсемшӗн, Тӑван ҫӗршывшӑн усӑллӑ ӗҫ тума пултарнӑшӑн савӑнатӑп.
Учителӗн яланах вӗренмелле, вӗренме пӑрахсан вӑл пурнӑҫран юлать. Унӑн тӗллевӗ — самана таппинчен юлмасӑр малта пуласси, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗслӗх кӑтартасси.
Анна ЕЖЕРГИНА,
РСФСР халӑх вӗрентӗвӗн отличникӗ.
Тури Тимӗрчкасси ялӗ.