«Ҫамрӑк гвардин» Чӑваш Енри уйрӑмӗ «Единая Россия» партипе пӗрле пирӗн республикӑран кайнӑ ҫар ҫыннисем валли тӑтӑшах хушма пулӑшу ӑсатать. Ҫав тиевсен йышӗнче — апат-ҫимӗҫ, эмелсем, автомобильсем валли запчаҫсем, спецтехника, раципе электрооборудовани, маскировка сечӗсем.
Хальхинче те Запорожье тӑрӑхӗнче хӗсметре тӑракан ентеш-ҫар ҫыннисем валли 2 тонна тавар янӑ. Республикӑран кайнӑ СОБР тата «Каскад» БАРС боецӗсене пилотсӑр вӗҫекен 4 аппарат, спецтехника, апат-ҫимӗҫ, ӑшӑ япаласем, медикаментсем, Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем ҫырнӑ ҫырусем ҫитерсе панӑ.
«Ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинчи боецсем валли эпир пӗрремӗш хут мар гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсататпӑр. Ҫамрӑк предпринимательсем тата чӑн-чӑн пысӑк чунлӑ ҫынсем пухнӑ хушма пулӑшӑвӑн черетлӗ партине илсе ҫитертӗмӗр. Ҫак ырӑ ӗҫе хутшӑннисене кашни боецран чӗререн тухакан тав сӑмахӗ калатӑп. Пирӗн хӳтӗлевҫӗсемшӗн кирек мӗнле пулӑшу та питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тет Андрей Шакулов, ҫамрӑк гвардеецсен республикӑри ертӳҫи.