Октябрӗн 29-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра комсомолӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. ВЛКСМ тахҫанах ӗҫлеме пӑрахнӑ пулин те, Раҫҫейре пурӑнакан нумай ҫыншӑн ҫак уяв чи юратнисенчен пӗри пулса юлнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ҫамрӑклӑха, чи хаваслӑ вӑхӑтсене аса илтерет.
Октябрӗн 27-мӗшӗнче Ҫамрӑксен Пӗтӗм Союзри Ленинла Коммунистсен союзӗ 105 ҫул тултарнине халалласа пирӗн округра та савӑнӑҫлӑ мероприяти пулчӗ. Ӑна РФ Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент служби ҫумӗнчи «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗнче йӗркелерӗҫ. Тӗлпулӑва ӑшшӑн калаҫса ҫамрӑклӑха аса илме комсомол хастарӗсем, ветерансем пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫавӑн чухлӗ ҫул иртсен те вӗсем каллех пӗрле пулма хавас, чунӗпе ҫаплах ҫамрӑк! Инҫе ҫула кӗскетсе пӗрле ӗҫленӗ юлташӗсене курма Шупашкартан Владимир Бахматовпа Илья Абдюшев та ҫитнӗ, вӗсем хӑй вӑхӑтӗнче комсомол райкомӗн пӗремӗш секретарӗсем пулнӑ.
ВЛКСМ юбилейӗпе уяв хӑнисене Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламларӗ. Вӑл район историйӗнче комсомол пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртрӗ, округри ӗҫ-хӗл, хальхи ҫамрӑксен юхӑмӗсен ӗҫӗ ҫинчен каласа пачӗ. РФ Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент службин начальникӗ Надежда Юманова «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗ округри ветерансен канашӗпе, культура, медицина, спорт учрежденийӗсемпе пӗрле ирттерекен ӗҫ-хӗлпе паллаштарчӗ. Ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев, «Единая Россия» партин округри уйрӑмӗн секретарӗ Л.М.Макарова ВЛКСМ историйӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ, тӗпулӑва килнисем ҫам- рӑклӑхне аса илчӗҫ, юрӑ шӑратрӗҫ.
Комсомолӑн пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ ветеранӗсене асӑнса шӑп тӑчӗҫ, 1921 ҫулта кулаксен пӑлхавӗ вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ комсомолецсене, коммунистсене тата совет хастарӗсене В.С.Аржанухина, К.И.Кречетниковӑна, С.С.Новикова, Д.П.Павлова, В.С.Соловьева, К.Е.Петропавловскине асӑнса лартнӑ палӑк умне чечек ҫыххисем хучӗҫ.
Ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн кӗрешсе пуҫне хунисене чысласа Аслӑ Каҫал ялне те, 1939 ҫулта туса хунӑ ҫӗнӗ района та Комсомольски ят панӑ. Республикӑра чи ҫамрӑкскер, 2024 ҫулхи февраль уйӑхӗнче вӑл тата районти комсомол организацийӗ 85 ҫул тултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та тӗлпулура асаилӳсемпе уяв саламӗ- семсӗр пуҫне комсомолӑн юбилей мероприятине хатӗрленсе ирттерес енӗпе оргкомитет йӗркелеме те йышӑнчӗҫ, ун йышне 9 ҫынран суйласа хӑварчӗҫ.
Владимир Бахматов вара комсомол активисчӗсене, организацисен пӗрремӗш секретарӗсене, комсомол комитечӗсен тӗрлӗ шайри членӗсене, ӗҫченӗсене пурне те юбилей каҫне хатӗрленес ӗҫе хастар хутшӑнма чӗнсе каларӗ. «Комсомол пирӗншӗн пурнӑҫ шкулӗ пулнӑ, ҫав тапхӑр кашнин чунӗнче. Ҫав вӑхӑтсене аса илсе хӑвӑрӑн тусӑрсене, ӗҫтешӗрсене, унчченхи комсомол лидерӗсене шыраса тупса мероприятине чӗнӗр. Упранса юлнӑ интереслӗ сӑнӳкерчӗксем, документсем пулсан оргкомитета ҫитерме тӑрӑшӑр. Уява кӑсӑклӑ та лайӑх, манӑҫми ирттерме сӗнӳсем парӑр», — терӗ Владимир Алексеевич.
Любовь Шуряшкина.