Округри предприятисемпе организацисенче, территори уйрӑмӗсенче Ваттисен кунӗсем ирттересси малалла пыраҫҫӗ. Вӗсенче ӗмӗрӗпе ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисене хӑнана чӗнсе техӗмлӗ чейпе, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе сӑйлаҫҫӗ, парнесем параҫҫӗ. Культура ӗҫченӗсем ватӑсене савӑк юрӑ-кӗвӗпе савӑнтараҫҫӗ.
Йӑлмахва тата Кайнлӑк ялӗсенче пурӑнакан ватӑсем вара ҫак кун «Йывӑҫ ларт» акцие те хутшӑнма шутланӑ. Вӗсем Йӑлмахва культура ҫурчӗ ҫумӗнчи сад пахчинче асӑнмаллӑх пилеш йывӑҫҫисем те лартса хӑварнӑ. Ӳссе ҫитсен ҫак йывӑҫӑн хӗрлӗ ҫимӗҫӗсем аякран курӑнса тавралӑха илем кӗртӗҫ.
(ХАМӐР ИНФ.).