Атте сӑнарӗ. Ашшӗпе юнашар ӳснӗ кашни ҫыннӑн асӗнче вӑл. Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче пурӑннӑ Петр Павлович Алексеев пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа аванах вӑхӑт иртнӗ пулин те, ачисем паянхи кун та ашшӗ пирки ырӑпа асӑнаҫҫӗ. Вӑл вӗрентсе каланӑ сӑмахсене чӗрисенче усраҫҫӗ.
«Атте ачисене питӗ вӗрентесшӗнччӗ. Малашне фермӑра ӗҫлеме те пӗлӳ илни кирлӗ пулӗ, тетчӗ. Вӑл вӑхӑтра эпир ун ҫине тӗлӗнсе, ӑнланмасӑр та пӑхнӑ пулӗ. Фермӑсенче те, уй-хирте те механизаци ҫитсе ҫеҫ пынӑ-ҫке. Ял ҫыннин аллинчен кӗреҫе-сенӗк кайман. Халӗ вӑл чылай малтан мӗн пулассине курса тӑнӑнах туйӑнать», — аса илет хӗрӗ С.П.Портнова. Тӗп килте пурӑнакан, «Восток» хуҫалӑхра тӗп инженерта ӗҫленӗ А.П.Алексеев, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче ачасене вӗрентекен Г.П.Пушкина, Хырхӗрри тӗп шкулӗн директорӗ Ю.П. Алексеев, Комсомольскинчи казначействӑра ӗҫлекен Л.П.Филиппова та ашшӗ вӗрентсе, ӑс парса каланине яланах асра тытнине палӑртаҫҫӗ. Ачисем ҫеҫ мар, Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче пурӑнакан аслӑ ӳсӗмри ҫынсен асӑнче те вӑл лайӑх енчен ҫеҫ юлнӑ.
Ачалӑхӗ ҫӑмӑл килмен П.Алексеевӑн. Хура-шурне нумай курма тивнӗ. Ҫичӗ ҫулта чухнех ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Амӑшӗн ывӑлӗпе хӗрне пӗччен ҫитӗнтерме тивнӗ. Темӗнле йывӑр пулсан та пӗчӗк Петӗр вӗренесшӗн тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа та Аслӑ Чурачӑк шкулне вӑтам пӗлӳ илме ҫуран ҫӳренӗ. Вӑл вӑхӑтра тумтир енчен те, апат-ҫимӗҫ енчен те хӗсӗк пулсан та вӗренме пӑрахман. Ҫул ҫинче мӗн чухлӗ шӑннӑ, йӗпеннӗ пулӗ, пурпӗрех хӑйӗн тӗллевӗнчен пӑрӑнман. 1941 ҫулта вӗсене вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен аттестат панӑ. Ҫамрӑкӑн малалла вӗренес кӑмӑлӗ те пысӑк пулнӑ ӗнтӗ.
Анчах та унӑн ҫунатлӑ ӗмӗтне Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланни татнӑ. Вӑйпитти арҫынсем фронта тухса кайнӑ, яла юлнисен вӗсен вырӑнне тӑмалла пулнӑ. Ӗнерхи шкул ачисем ирӗн-каҫӑн колхозра тӑрӑшнӑ. Тӑшман ҫӗршыв чӗри патне, Мускавалла талпӑннӑ. Ҫав ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче П.Алексеева ял ҫыннисемпе пӗрле Пӑрачкав районне хӳтӗлев сооруженийӗсем хатӗрлеме илсе кайнӑ. Шатилово ялӗ ҫывӑхӗнче вӗсем ҫӗр ӗҫӗсем тунӑ. Кунта вӑл 1942 ҫулхи февраль уйӑхӗччен вӑй хунӑ. Март уйӑхӗнче вара Петр Павловича ҫара илнӗ. Вӑтам пӗлӳллӗ ҫамрӑка Хабаровск крайӗнчи пӗр хулана малалла вӗренме илсе кайнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Новосибирск хулинче кӗҫӗн офицерсем хатӗрлекен шкулта пӗлӳ илнӗ.
1943 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче П.Алексеева вӑрҫӑ ҫулӗ Белоруси фронтне илсе ҫитернӗ. Отделени командирӗ пулса вӑл чылай хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Польша ҫӗрне ирӗке кӑларнӑ ҫӗрте ҫапӑҫнӑ. Ҫӗнте- рӗве те унтах кӗтсе илнӗ. Паттӑрлӑхпа хӑюллӑхшӑн ӑна 1944 ҫулта Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе наградӑланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Отечествӑлла вӑрҫӑн II степеньлӗ орденне, «Хӑюллӑхшӑн» тата ытти нумай медале тивӗҫнӗ. 1946 ҫулта ҫеҫ вӑл тӑван яла ҫаврӑнса ҫитнӗ.
Ялта ӑна юхӑна пуҫланӑ колхоз, вӑрҫӑ терт-нушипе хӗн-хур курнӑ ҫынсем кӗтсе илнӗ. Петр Павловича кладовщика лартаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах партин пуҫламӑш организацине те ертсе пырать. Пӗр вӑхӑт вӑл парти райкомӗнче те тӑрӑшать. Пултарулӑхне кура тӑван ял ҫыннисем П.Алексеева «Светлая жизнь» колхоз председателӗ пулма шанаҫҫӗ. Ҫапла вара пултаруллӑ фронтовик 1955 ҫулта пӗрлешӳллӗ хуҫалӑха ертсе пыма пуҫлать. Колхозниксенчен ҫирӗп ыйтса, ял ҫыннисемпе пӗр чӗлхе тупса вӑл «Светлая жизнь» хуҫалӑха аталантарас тесе нумай тӑрӑшать. 1959 ҫулта Вӑрманхӗрри Чурачӑксем Хырхӗрри, Хурнай, Кӗтне Пасар ялӗсен «Родина» колхозӗпе пӗрлешеҫҫӗ, хуҫалӑх ятне те ҫавӑн пек ят параҫҫӗ. Пӗрлештернӗ колхоза Петр Павлович 1961 ҫулччен ертсе пырать. Вӑл вӑхӑтра хуҫалӑха ҫамрӑк аграном, ял хуҫалӑх институтне пӗтернӗ А.Д.Ятманов ӗҫлеме килет. Вӗреннӗ ҫынна яланах хисепленӗскер, П.Алексеев председатель «тилхепине» ӑна шанса парать. Ҫамрӑк шанӑҫа тӳрре кӑларать, хуҫалӑх кайран «Восток» ят илнӗскер, районта ҫеҫ мар, республикӑра та палӑрма пуҫлать.
П.Алексеев ун хыҫҫӑн Тӑманлӑ Выҫлинчи кирпӗч заводӗнче мастерта 1964 ҫулччен ӗҫлет. 1964—1973 ҫулсенче вара вӑл «Союзпичет» уйрӑмӗн районти начальникӗнче вӑй хурать. Кунта та пултарулӑхпа, тӑрӑшулӑхпа палӑрса тӑрать. Вӑл ертсе пыракан уйрӑм плансене яланах тултарса пыма тӑрӑшнӑ.
Петр Павлович Хырхӗрри ял Совет секретарӗнче, ял ӗҫтӑвкомӗн председателӗнче те ӗҫленӗ, мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайиччен ялсен пуласлӑхӗшӗн вӑй хунӑ. Ял ҫыннисем ӑна темиҫе хутчен те райсовет депутатне суйланиех ӑна хисепленине, шаннине ҫирӗплетет.
Ҫемьери тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳллӑх те уншӑн тӗп вырӑнта пулнӑ. Вӑл чи кирлине, ачисен юратӑвӗ-пе хисепне ҫӗнсе илнӗ. Унӑн пехилне итлесе тӗпренчӗкӗсем те шкулта тӑрӑшса вӗреннӗ. Ҫичӗ ачи аслӑ, пӗри ятарлӑ пӗлӳ илнӗ. Кун пекки вара ҫемьесенче сайра пулать. Ачисем те халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ отраслӗсенче тӑрӑшса ырӑ ята тивӗҫнӗ. Вӗсем хушшинче ял хуҫалӑх ӗҫченӗ те, промышленность, чукун ҫул, вӗрентӳ, финанс специальноҫӗсене илнисем те пур. Вӗсем ӗҫре те, пурнӑҫра та, ҫемьере те ашшӗн халалне ҫирӗп тытса пыраҫҫӗ. Вӑл вӗрентсе каланине кулленех аса илеҫҫӗ.
Кӑҫалхи сентябрӗн 27-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Кирек ӑҫта пулсан та, мӗнле ӗҫре тӑрӑшсан та П.Алексеев ҫирӗп ыйтакан ҫын пулнӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех халӑхшӑн тӑрӑшнӑ. Халӗ унӑн пархатарлӑ ӗҫне ачисем, 17 мӑнукӗпе 23 мӑн мӑнукӗ малалла тӑсаҫҫӗ. Петр Павлович хӑй хыҫҫӑн ҫирӗп тымар хӑварнӑ. Вӑл малалла аталанса, ҫӗнӗ хунавсем кӑларса пырать.
Юрий Гаврилов.