Воскресенье, 26 января

Хамӑр ҫитӗнтерни тутлӑрах, усӑллӑрах…

Хамӑр ҫитӗнтерни тутлӑрах, усӑллӑрах…

Ял хуҫалӑх предприятийӗсене, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсене, уйрӑм ҫынсене ҫу каҫа ҫитӗнтернӗ продукцие сутма, вырнаҫтарма пулӑшас тӗллевпе республикӑра ярмӑркка-выставкӑсем йӗркелеҫҫӗ. Сентябрӗн 19-мӗшӗнче пирӗн округра та «Дары осени — 2023» ял хуҫалӑх ярмӑрккине Комсомольскинчи тӗп пасар ҫывӑхӗнчи лаптӑкра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева ӑна уҫнӑ май пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем яланах ӗҫченлӗхпе уйрӑлса тӑнине палӑртрӗҫ. Ҫакӑн пек суту-илӳ лаптӑкӗсенче ялта пурӑнакансен кӗркунне парнисене, хӑйсем туса илнӗ продукцие, кӑтартма, ӑнӑҫлӑ сутма май пулӗ, округра пурӑнакансем кирлӗ ҫимӗҫсене туянма пултарӗҫ.

Ҫак кун ярмӑрккӑна килнӗ ҫынсем округри территори уйрӑмӗсем павильонсенче йӗркеленӗ ял хуҫалӑх продукцийӗн выставкипе паллашма пултарчӗҫ. Чӑнах та, тем тӗрлӗ ҫимӗҫ  те туса илме пӗлет ял ҫынни. Хушма хуҫалӑх пахчинче ҫитӗнтернӗ сухан, ыхра, кишӗр, хӗрлӗ чӗкӗнтӗр тата ытти пахчаҫимӗҫ  хӑйсен илемӗпе илӗртсе халех туянма чӗннӗн туйӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ялта пурӑнакансем тахҫан магазинсенчен ҫеҫ туянма пултарнӑ кӑнтӑр ҫимӗҫӗсене те акса-лартса ӳстерме хӑнӑхнӑ. Выставкӑра анкартинче туса илнӗ арбуз, дыня, иҫӗм ҫырли тата ытти те пулчӗ. Юлашки ҫулсенче ҫӗр ҫырли ҫитӗнтерес енӗпе ӗҫлекенсем те хутшӑнса пыраҫҫӗ. Ярмӑрккӑна килнисем ҫырласем те туянчӗҫ.   Ӳркенмен ҫынсем вӑрман пуянлӑхӗпе те туллин усӑ кураҫҫӗ. Ҫырла-кӑмпа татса хатӗрленисӗр пуҫне юман, хурӑн милӗкӗсем те ҫыхаҫҫӗ. Вӗсене сӗнекенсем те пулчӗҫ. Вӗлле хурчӗ тытакансем пыл та сутма илсе тухнӑ.

Пахчара ҫитӗнтернӗ продукцирен кил хуҫи хӗрарӑмӗсем хӗле валли тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме те ӗлкӗрнӗ. Кӗленче савӑтсенчи хӑяртан, помидортан, тутлӑ пӑрӑҫран хатӗрленӗ  хутӑшсем  те хӑйсем патне туртаҫҫӗ.

Ял хуҫалӑх  продукцийӗн сутлӑх хакӗ йӳнӗ пулин те, ялта тӗпленнӗ ҫынсем анкартинче тӗрлӗ пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ. Хӑйсен аллипе акнӑ е лартнӑ, ҫумкурӑкран тасатса, шӑварса ҫитӗнтернӗ йӳҫӗ суханпа ыхра, пӑрӑҫ  та тутлӑрах, сӗтеклӗрех, усӑллӑрах та.

Кӗр парнин  уявне муниципаллӑ округӑн территори уйрӑмӗсенчи художество пултарулӑх коллективӗсем хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе татах та илемлетрӗҫ.

Ярмӑркка пуҫланчӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем, уйрӑм ҫынсем хӑйсем ҫитӗнтернӗ продукцие кунта сивӗсем пуҫланичченех сутма пултарӗҫ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *