Понедельник, 14 октября

Вӗренӳ тренировки иртрӗ

Пушарсенче ҫынсем мӗншӗн ытларах шар кураҫҫӗ-ха? Вут-ҫулӑм кӗтмен ҫӗртен тухнипе, хамӑра ҫак лару-тӑрура тӗрӗс тытма пӗлменнипе. Ҫакнашкалли ан пултӑр, кирек мӗнле инкеке ҫаклансан та аслисемпе ачасем ҫухалса ан кайччӑр, хӑйсен пурнӑҫне ҫӑлмалли ансат йӗркесене пӗлччӗр тесе ятарлӑ вӗрентӳсем йӗркелеҫҫӗ те.

Ҫакнашкал вӗрентӳ сентябрӗн 13-мӗшӗнче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче те пулчӗ. Кунта пушара хирӗҫ кӗрешекен республикӑри службӑн ертӳҫисемпе тата 31-мӗш пушар чаҫӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле вӗренекенсене, персонала эвакуацилес, условлӑ пушара сӳнтерес енӗпе черетлӗ тренировка ирттерчӗҫ.

Занятин тӗп тӗллевӗсем ҫаксем пулчӗҫ% вут-ҫулӑм тухсан шкул ҫуртӗнчен вӗренекенсене, персонала эвакуацилесси,  пушара малалла аталанасран чарма, ӑна сӳнтерме, ҫынсен  пурнӑҫне, пурлӑха упраса хӑварма хатӗр пулни. 

Вӗрентӗвӗн задачисене пурте ҫӳллӗ шайра пурнӑҫларӗҫ. Шкул коллективӗ эвакуаци йӗркине тӗплӗн пӑхӑнчӗ, акт залӗнче условлӑ пушар тухнине пӗлтерсен, учительсемпе вӗренекенсем классенчен пӗр-пӗрне тӗрткелемесӗр, чупмасӑр тухса шкул ҫумӗнчи лаптӑкра вырнаҫрӗҫ. Пушар хуралӗн ӗҫченӗсем те хӑйсен тивӗҫӗсене кирлӗ пек пурнӑҫларӗҫ, «пушара» сӳнтерчӗҫ, шалта юлнӑ икӗ ачана ҫӑлас ӗҫ те йӗркеллӗ иртрӗ.  Медицина ӗҫченӗсем ачасене пӗрремӗш пулӑшу парассине йӗркелерӗҫ.

Комсомольскинчи 31-мӗш   пушар чаҫӗн начальникӗ И.В.  Ананьев экстремаллӑ лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ  тренировкӑна тивӗҫлӗ шайра ирттернӗшӗн шкул дирекцине, педагогсемпе вӗренекенсене, техперсонала тав турӗ.

Юлашкинчен учительсемпе пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнассипе тата вут-ҫулӑма сӳнтермелли хатӗрсемпе практикӑра усӑ курассипе хушма заняти иртрӗ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *