Августӑн 30-мӗшӗнче муниципаллӑ округӑн ларусем ирттермелли залӗнче депутатсен Пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗ пулса иртнӗ. Ӑна Пуху председателӗ С.Н.Грачева ертсе пынӑ. Депутатсем пӗлтерӗшлӗ чылай ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Вӗсене пӗрле сӳтсе явса кирлӗ йышӑнусем тунӑ. Кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусемпе муниципаллӑ округӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн начальникӗ В.Г.Акчурин, округӑн организаципе контроль тата кадр ӗҫӗсен пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан М.А.Илларионова, ыттисем те сӑмах илнӗ. Депутатсем округ пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ытти ыйтусемпе те калаҫнӑ.