Воскресенье, 26 января

Вырма вӗҫленсе пырать

Вырма вӗҫленсе пырать

Кӑҫал ҫанталӑк август уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурринче хӗвеллӗ те шӑрӑх тӑчӗ. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем унпа туллин усӑ курчӗҫ. Ҫу каҫа ҫитӗнтернӗ тырпула пуҫтарса кӗртес тесе тӑрӑшрӗҫ. «Искра» колхоз, «Труд», «Восток», «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗсенче, «Слава картофелю» агрофирмӑра, «Сюрбеево» ОООра  вырма вӗҫленнӗ, ытти  хуҫалӑхсенче те нумаях юлман.

Пӗтӗмӗшле илсен, августӑн 21-мӗшӗ тӗлне округра 11144 гектар ҫинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем вырнӑ, ҫапса тӗшӗленӗ. Вӑл шутран 1893 гектар кӗрхи тулӑ, 424 гектар ыраш, 2862 гектар ҫурхи тулӑ, 4395 гектар урпа, 1291 гектар сӗлӗ, 61 гектар вика, 218 гектар пӑрҫа пуҫтарса илнӗ.

Йӗтемсем ҫине 13362,9 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӗсене ҫийӗнчех алласа тасатса пыраҫҫӗ, пӳлмесене хураҫҫӗ. Хальлӗхе вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне шутласан 28,7 центнерпа танлашать. «Слава картофелю» агрофирмӑра, «Рассвет», «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗсенче, «Сюрбеево» ОООра, Атласкинӑн, Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗсенче вӑтам тухӑҫ 43,3—30 центнерпа танлашать. Уйрӑм культурӑсенчен урпа (30,4 центнер), кӗрхи тулӑ (29,5 центнер), ҫурхи тулӑ (28,1 центнер) ӑнса пулни палӑрать.

Выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 5764 тонна утӑ, 17631 тонна сенаж янтӑланӑ.

Кӗр тыррисем акма ҫӗр хатӗрлесси  малалла пырать. Ку ӗҫе 2832 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ, 3275 гектар ҫӗртме тунӑ.

Хирсенче ӗҫ шавӗ чарӑнмасть. Улӑма пуҫтарса преслаҫҫӗ, хирсене сухалаҫҫӗ, кӗр тыррисем акма хатӗрленеҫҫӗ.

Минзаит Зайнуллин,

 ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *