Чечек кӑшӑлӗ хучӗҫ

Чечек кӑшӑлӗ хучӗҫ

Сывлӑш ҫар вӑйӗсен кунне ветерансем ҫулсеренех анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ.

 Ҫак ҫарта службӑра тӑнисем кӑҫал та Александровка ялӗнче Н.Будаков тата Н.Ефименко летчиксене асӑнса лартнӑ монумент умне пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсене Александровка территори уйрӑмӗн начальникӗ Л.А.Полякова тата вӗренекенсем кӗтсе илчӗҫ. Ачасем хаваслӑ концерт лартса пачӗҫ.

Ветерансене уяв ячӗпе округ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.Н.Раськин, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ С.Ю.Данилов, отставкӑри летчик-полковник Л.А.Башкиров  саламларӗҫ. Ветерансен ячӗпе А.И.Гоголев сӑмах илчӗ.

Уява пуҫтарӑннисем паттӑр летчиксен монуменчӗ умне чечек кӑшӑлӗ хучӗҫ. Округӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑнакан ветерансене администрацин Хисеп грамотисемпе чысларӗҫ.

Уяв пуриншӗн те интереслӗ пулчӗ. Мероприятие ирттерме пулӑшнӑшӑн культура ӗҫченӗсене тав сӑмахӗ калатпӑр.

Сергей Батюков,

сывлӑш ҫар вӑйӗсен ветеранӗсен округри уйрӑмӗн председателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *