Воскресенье, 26 января

Хавхаланупа таврӑнтӑмӑр

Ҫак кунсенче пирӗн округри шкул директорӗсен воспитани енӗпе ӗҫлекен канашҫисем (советниксем) Санкт-Петербургран таврӑнчӗҫ. Хамӑр тӑрӑхри вунпӗр педагог июлӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 4-мӗшӗччен А.И.Герцен ячӗллӗ университет никӗсӗ ҫинче квалификацие ӳстерекен программӑпа вӗрентӗмӗр. Мурманск, Чулхула, Омск облаҫӗсенчи, Пермь крайӗнчи тата Чӑваш Республикинчи 300 ытла вӗрентекенпе пӗрле занятисенче тӗрлӗ тематикӑпа лекцисем итлерӗмӗр. Ҫавӑн пекех  вӗрентӳ семинарӗсене, дискусси площадкисене, мастер-классене тата усӑллӑ ытти  мероприятисене хастар хутшӑнтӑмӑр.

Эпир ачасене тӗрлӗ енлӗ воспитани парас тӗлӗшпе аслӑ шкулсенчи, хула шкулӗсенчи, хушма пӗлӳ паракан центрсенчи преподавательсем каласа панисене интересленсе итлерӗмӗр. Хамӑршӑн усӑллӑ меслетсене, ҫӗнӗлӗхсене пуҫа хывса хӑвартӑмӑр. Вӗсем шкул тата ун тулашӗнчи ӗҫсене ачасене ушкӑнсене пӗрлештерсе пурнӑҫлани пӗлтерӗшлӗ пулнине пӗрре мар палӑртрӗҫ. Вӗренӳ хыҫҫӑн хулапа кӑмӑлтан паллашрӑмӑр. Эрмитажа, Сенат площадьне, адмиралтействӑна тата ытти илемлӗ вырӑнсене ҫитсе курни нумайлӑха пирӗн асра юлӗ. Чӑваш ывӑл-хӗрӗшӗн хамӑрӑн ентеш П.Егоров ӑсталанӑ ҫуллахи сад картисем патӗнче пулни, тутарсемшӗн Габдулла Тукай пурӑннӑ ҫурта кӗрсе курни пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнчӗ. Раҫҫейӗн ҫурҫӗр тӗп хулинчен хавхаланупа таврӑнтӑмӑр. Унта илнӗ пӗлӳпе ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче хамӑрӑн кулленхи пурнӑҫра туллин усӑ курӑпӑр. Ачасен шкулти пурнӑҫне интереслӗрех йӗркелес енӗпе тӑрӑшӑпӑр.

Петр Родионов, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен канашҫи. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *