Ултавҫӑсем тар тӑкмасӑрах укҫа тума хӑнӑхнине пурте пӗлетпӗр. Анчах та темшӗн вӗсен аллине ҫапах лекетпӗр. Уйрӑмах сотовӑй телефонпа усӑ курса улталакансем йышлансах пыраҫҫӗ. Хальхи саманара пӗр кун та телефонсӑр пурӑнаймастпӑр. Ун ҫумне электронлӑ почта та ҫыхӑнтарнӑ, унтах банксен учет ҫырнисем, ытти персоналлӑ даннӑйсем. Ултавҫӑсем ҫакӑнпа усӑ кураҫҫӗ те. Хӑш-пӗр ултавӑн тӗсне тӳрех ӑнланса илме йывӑр, мӗншӗн тесен ҫӗнӗ схемӑсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Вӗсем пирки пурин те пӗлмелле. Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерстви 2023 ҫулхи июнь уйӑхӗнче телефон ултавӗн ултӑ тӗсне асӑннӑ. Чи анлӑ сарӑлни — ҫывӑх тӑван «инкеке» лекни пирки пӗлтерни.
1. Тӑвансем инкекре
Усал шухӑшлӑ ҫын хӑйӗнпе инкеке лекнин пӗлӗшӗ е ӗҫ-пуҫа ӑнсӑртран курнӑ свидетель пек паллаштарма пултарать. Ҫывӑх тӑванӗ ҫул-йӗр инкекне лекнине пӗлтернӗ хыҫҫӑн вӑл телефона право хуралӗн органӗсен сотрудникне парать. Вӑл пулни-иртнине ҫирӗплетет. Унтан власть «представителӗ» ыйтӑва укҫа тыттарсан татса пама май пуррине пӗлтерет. Анчах та укҫана виҫҫӗмӗш ҫын урлӑ памалла е ятарлӑ вырӑна ҫитермелле пулать.
2. Вӑрӑ — номер
Ултавӑн анлӑ сарӑлнӑ иккӗмӗш тӗсӗ. Кун пек чухне ҫын патне каялла шӑнкӑравласа яма СМС-пӗлтерӳ килет. Сӑлтавӗ тӗрлӗрен пулма пултарать — юлташа пулӑшма ыйтни, ҫыхӑну тарифӗ улшӑнни, ҫыхӑнупа чӑрмав е банк карттипе йывӑрлӑхсем пулни. Асӑннӑ номерпе шӑнкӑравласан ҫынна «вӗҫертмеҫҫӗ», ҫав хушӑра счет ҫинчен укҫа ҫухалать.
3. Лотерейӑра выляса илни
Ултавҫӑсем хӑйсем пухнӑ базӑри номерсемпе шӑнкӑравласа лотерейӑра выляса илни пирки пӗлтереҫҫӗ, радиостанци ертӳҫи пек паллаштараҫҫӗ. Чылай чухне ултавҫӑсем хӑйсене мобильлӗ оператор вырӑнне хураҫҫӗ. Вӗсем радиостанци итлекенсем хушшинче лотерея ирттернине калаҫҫӗ, вылявра ҫӗнтернине пӗлтереҫҫӗ. Унтан ҫӗнтерӳҫе пӗр-пӗр номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Ӑна каллех саламлаҫҫӗ, приз илме вара укҫа хывма (залог) тивет иккен. Асӑннӑ суммӑна приз илнӗ куннех каялла тавӑрма шантараҫҫӗ. Анчах та укҫа куҫарнӑ хыҫҫӑнах ултавҫӑсем ҫухалаҫҫӗ.
4. Иккӗлентерекен ссылка
Ултавҫӑсем ҫавӑн пекех телефон ҫине вируссем янипе усӑ кураҫҫӗ. Кун пек чухне абонента СМС-пӗлтерӳпе ссылкӑпа кӗме сӗнеҫҫӗ — счет ҫинчи укҫа ҫухалать те.
5. Банк ӗҫченӗ
Хӑш-пӗр чухне ултавҫӑсем хӑйсемпе банк ӗҫченӗ пек паллаштараҫҫӗ, карттӑран укҫа илме хӑтланнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫавна май банк «сотрудникӗ» карттӑпа ҫыхӑнтарнӑ телефон номерне калама ыйтать. Кунсӑр пуҫне карттӑ номерӗ тата CVV-код кирлӗ. Ҫапла майпа усал шухӑшлӑ ҫынсем банк клиенчӗн укҫи-тенкине вӑрлаҫҫӗ.
6. Йӑнӑшпа укҫа куҫарни
Ҫак ултавла схема чылай чухне ӗҫлет. Мобильлӗ оператор клиенчӗ патне ун картти ҫине укҫа куҫарни пирки СМС-пӗлтерӳ килет. Унтан айӑплӑ ҫын (преступник) укҫана тӗрӗс мар куҫарнӑ пирки пӗлтерет, суммӑна каялла пӗр-пӗр номер ҫине яма СМС-пӗлтерӳ ҫырать. Ҫавӑнпа та карттӑ ҫине укҫа куҫнипе куҫманнине тӗрӗслесе пӑхӑр.
Телефон урлӑ ултавҫӑсен аллине лекес мар тесен палламан номерсемпе килекен шӑнкӑравсене тытма кирлӗ мар. Телефон ҫине интернет урлӑ номер хуҫине шыракан хушӑм вырнаҫтарма пулать. Ултавҫӑсенчен шӑнкӑрав килсен вӑхӑта тӑсма тӑрӑшмалла, банк картти алӑра пулманнине, ӑна шыранине пӗлтермелле, телефон ҫинче 10—15 минут «тӑмалла». Кун пек тусан усал шухӑшлӑ ҫын хумханма, пӑлханма пуҫлать. Е ҫапла хуравламалла: «Ҫапла, эпӗ карттӑ ҫинчен укҫа илтӗм, пурте йӗркеллӗ!» Урӑх шӑнкӑрав килмӗ.
Ҫывӑх тӑванпа инкек пулни пирки шӑнкӑравласа пӗлтерсен те тӳрех пӑлханма кирлӗ мар. Пӗлӗшсем, палланисем патне шӑнкӑравлӑр. Хӑйӗнпе ҫыхӑну тытма тӑрӑшӑр. Телефонне тытмасан вӑл социаллӑ сетьре хӑҫан юлашки хут ларнине тӗрӗслӗр. Телефонпа палланӑ ҫын сассипе калаҫма тӑрӑшакан ҫын пулаять. Кун пек чухне ӑна ҫывӑх ҫын кӑна хурав пама пултаракан ыйту памалла.
Лотерейӑра выляса илнӗ пирки пӗлтерсен те савӑнма кирлӗ мар. Чи малтанах выляв ирттернӗ Компание шӑнкӑравламалла, вӑл акци ирттернине ыйтса пӗлмелле. Тен, нимӗнле выляв та ирттермен.
Палӑртмалла, ултавҫӑсем уйрӑмах телефон урлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та карттӑ номерне, CVV-кода, СМС пӗлтерӳпе килекен кодсене никама та пӗлтерме юрамасть. Обществӑлла вырӑнта банк карттине ҫухатни те пулать. Кун пек чухне ӑна блокировка тӑвӑр. Пӗлмен сайтсенче хӑвӑрӑн чӑн-чӑн телефон номерне ан кӑтартӑр, интернет урлӑ тавар туяннӑ чухне тӗп карттӑпа усӑ ан курӑр.
Хисеплӗ граждансем, тимлӗ пулмаллине асра тытӑр. Ултавҫӑсен аллине лекекенсем округра ҫав-ҫавах пур. Телефонпа тата мессенджерсенче никама та ӗненме юрамасть. Кун пек шӑнкӑравсем пулсан калаҫӑва ҫийӗнчех татмалла.
Алексей АЛЕКСЕЕВ, районти полици уйрӑмӗн начальникӗ.