Суббота, 25 января

Вырма вӑй илсех пырать

Вырма вӑй илсех пырать

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче вырма вӑй илсех пырать. Пур хуҫалӑх  та ҫу каҫа ҫитӗнтернӗ тырпула вӑхӑтра та тӑкаксӑр пуҫтарса кӗртес тесе тӑрӑшать.

Агустӑн 7-мӗшӗ тӗлне 4149 гектар ҫинчи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене вырса ҫапнӑ. Вӑл шутран 1449 гектар кӗрхи тулӑ, 248 гектар ыраш, 1735 гектар урпа, 525 гектар сӗлӗ, 30 гектар вика, 191,5 гектар пӑрҫа пуҫтарса илнӗ. Йӗтемсем ҫине 10679,5 гектар тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 25,7 центнерпа танлашать. Кӑҫал кӗрхи тулӑ тата урпа тухӑҫӗ (кашни гектартан 26,7—26,2 центнер) лайӑхрах.

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем кӗр тыррисем акма 755 гектар ҫӗр хатӗрленӗ, ку ӗҫе 6 хуҫалӑхра тытӑннӑ.  «Родина» ООО (214 гектар), Минатуллинӑн фермер хуҫалӑхӗ (60 гектар), «Рассвет» ЯХПК (30 гектар), «Искра» колхоз (10 гектар) тырпултан пушаннӑ хирсенче ҫӗртме туса пыраҫҫӗ.

Выльӑх апачӗ те хатӗрлеҫҫӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем 5459 тонна утӑ, 17631 тонна сенаж хатӗрленӗ.

Ҫанталӑк уяр тӑрать. Хуҫалӑхсем унпа туллин усӑ кураҫҫӗ.

Минзаит Зайнуллин, ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *