Июнӗн 2-мӗшӗнче Комсомольски округӗнчи Кӗтне юханшывӗнче пулӑ вилни ҫинчен ҫырнӑччӗ. Палӑртнӑ кун тата июнӗн 24-мӗшӗнче Атӑл-Кама регионӗсем хушшинчи Росприроднадзор тӗрӗслевсем ирттернӗ. Кӗтне, Хӑнтӑрла, Вырасилка юханшывӗсенчен пробӑсем илнӗ. Хими анализӗ тунӑ хыҫҫӑн унӑн кӑтартӑвне РФ Ял хуҫалӑх министерствин хушӑвӗн нормативӗсемпе танлаштарсан варалакан япаласен концентрацийӗ пысӑкрах пулнине кӑтартнӑ.
Шел пулин те, округри сӗт тирпейлекен предприятисенче тасатакан ятарлӑ сооруженисем ҫук. Ертӳҫӗсем ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсене туса лартма тата санитари хӳтӗлев зонисем йӗркелеме сӑмах панӑ.
Комсомольскинчи сӗт-ҫу комбиначӗн ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нептун-М» ООО компанипе тасатакан сооруженисем тума килӗшӳ ҫырнӑ. Ун шутне проектласси, оборудовани лартасси, строительствӑпа монтаж ӗҫӗсем тӑвасси, объекта хута ярасси кӗрет. Килӗшӳ виҫӗ тапхӑртан тӑрать. Хальлӗхе пирвайхи тапхӑр — проект тӑвас ӗҫ — вӗҫленнӗ. Подрядчик оборудование ӑсталама тытӑннӑ. Строительство ӗҫӗсене ноябрь уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра надзор органӗсемпе пӗрле каяшсене юхтарса кӑларма чарас ӗҫ малалла пырать.
(ХАМӐР ИНФ.).