Вторник, 10 декабря

Ӗҫӗпе хисеп ҫӗнсе илнӗ

Ӗҫӗпе хисеп ҫӗнсе илнӗ

Патшалӑх автоинспекциӗн тытӑмӗнче нумай ҫул вӑй хунӑ хисеплӗ ҫын Петр Вениаминович Сильвестров ҫак кунсенче 70 ҫул тултарчӗ.

Эпӗ унпа пуҫласа 1988 ҫулта, Комсомольскинчи шалти ӗҫсен пайне ертсе пыма пуҫласан паллашрӑм. Вӑл ман пата ӗҫ планне алӑ пустарма кӗнӗччӗ. Сӑмах ҫине сӑмах, калаҫса кайрӑмӑр.  Эпӗ Элӗк районӗнче ӗҫленӗ чухне унта пӗр участокри инспектор пурччӗ. Ӑна пултаруллӑ та тавҫӑруллӑ пулнӑшӑн хисеплесе кинофильмри герой ячӗпе Анискин тесе чӗнеттӗмӗр. Вӑл Петр Вениаминовичӑн куккӑшӗ пулнӑ иккен. Ҫакна мӗншӗн аса илтӗм-ха? Вӑл вӑхӑтра куккӑшӗ мӗнле ӑнтӑлупа ӗҫленине куҫ умне кӑлартӑм та, ку та ҫавӑн пек  хастар пулма пултарасси пирки шутларӑм. Ман шухӑш тӳрре тухрӗ. Унпа 10 ҫул ытла ӗҫлерӗмӗр. Ӑна шалти ӗҫсен пайӗнчи уйрӑмсен ертӳҫисенчен чи лайӑххи тесе палӑртатӑп. Хӑйне шанса панӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа, яваплӑха туйса пурнӑҫласа пыма тӑрӑшатчӗ. Вӑл ҫулсенче уйрӑм ҫынсенче хальхи пек техника хатӗрӗсем нумай пулман. Автомашинӑсем предприятисемпе организацисенче вара чылаяхчӗ. Петр Вениаминович  вӗсенче час-часах пулатчӗ. Водительсемпе калаҫусем ирттеретчӗ. Вӗсене штрафсемпе хӑратмасӑр эрех ӗҫсе руль умне ларни, юсавсӑр техникӑпа ҫула тухни мӗнле инкексем патне илсе пыни  пирки витӗмлӗ тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе парса ӑнлантаратчӗ. Ҫул ҫинче автомашинӑна чарсан та йӗркене пӑснӑ водительсемпе юлташла калаҫма тӑрӑшнӑ. Шоферсем ГАИ ӗҫченӗсене вӑрҫни пирки анекдотсем те пур. Пӗр  ӳстермесӗр калатӑп, Петр Вениаминович пирки водительсем хушшинче усалпа асӑнакансем сахал. Хӑйсене ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн штраф панӑ пулсан та ун пирки хисеплесе калаҫнӑ. Автотранспорт хатӗрне тытса пыракансемпе пӗр чӗлхе тупса вӗсене тунӑ йӑнӑшсем пирки ӑнлантарса парса,  кирлӗ сӑмахсем тупса чӗрисем патне ҫитерме пултарнӑ. Ҫынпа ҫын тан мар, административлӑ майпа явап тыттарнӑшӑн кӑмӑлсӑр юлнисем те пулнӑ паллах, анчах та вӗсем те П.Сильвестров асӑрхаттарса каланисене яланах пуҫӗсенче хӑварнӑ. Ҫул-йӗр ҫинче пулнӑ инкексене регистрациленипе ҫеҫ лӑпланса ларман вӑл, следстви ирттерекенсене аварисен сӑлтавӗсене тупса палӑртма пулӑшассинчен те пӑрӑнман. Пӗр сӑмахпа каласан ҫул инкек кӑларса ан тӑраттӑр тесе тимленӗ. Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗпе пӗлтерӗшлӗ сӗнӳсем те паратчӗ. Астӑватӑп-ха, республика шайӗнче  ҫӳллӗ шайра иртнӗ пӗр канашлура вӑл Дубовка ялӗ патӗнчи кӗпер сарлакӑшӗ тивӗҫтерменни пирки пӗлтернӗччӗ. Автотранспорт хатӗрӗсем ун патне икӗ енчен те сӑртран анса ҫитнӗ май хӑрушлӑх тухса тӑма пултарни пирки асӑрхаттарнӑччӗ. Кайран вӑл кӗпере сарса юсанӑччӗ. Кунта ун сӗнӗвне те шута илнех. Чӑннипех те хӑй суйласа илнӗ ӗҫе юратса пурнӑҫланӑ вӑл. 1985 ҫулта ӑна «Чӑваш республикинчи чи лайӑх автоинспектор» тесе те палӑртнӑччӗ.

1990 ҫулсенче ҫӗршывра, ҫавӑн пекех пирӗн районта та автотранспорт хатӗрӗсем йышланма пуҫланӑ. Уйрӑм ҫынсем те ытларах та ытларах автомашинӑсем туяннӑ. Ҫавӑнпа та ҫулсем ҫинче транспорт хатӗрӗсен юхӑмӗ те вӑйланнӑ. Ку ҫулсенче районти шалти ӗҫсен пайӗнче патшалӑх автоинспекцийӗн уйрӑмне туса хунӑ. Унӑн пирӗн районти начальникӗ пулма П.Сильвестрова ҫирӗплетнӗ. Петр Вениаминович умӗнче ӗҫ те, яваплӑх та ӳснӗ. Вӑл уйрӑма пултаруллӑ инспекторсене ӗҫе илнӗ. Вӗсемпе ӑнлантару ӗҫӗсем ирттерсе тӗллевӗсене палӑртнӑ. Михаил Иванов, Сергей Мальчиков, Сергей Абржин, Валерий Петров автоинспекторсем унӑн тӗрекӗ, пулӑшаканӗсем пулса тӑнӑ.

Никам та автоинспектор пулса ҫуралмасть. Етӗрне каччи хӑйӗн пурнӑҫне право йӗркине сыхлассипе ҫыхӑнтариччен Шупашкарти 1-мӗш автобазӑра шоферта та, тӗп хулари агрегат заводӗнче бригадир-наладчикра та тӑрӑшнӑ. Саратоври  милици шкулӗнче автоинспектор пулма вӗреннӗ. 1976 ҫулта ӑна пирӗн района ӗҫлеме янӑ. Ҫак ҫултан пуҫласа унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ Каҫал тӑрӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Патшалӑх автоинспекци начальникӗнче Петр Вениаминович 1999 ҫулччен вӑй хунӑ. Хастар ӗҫшӗн ӑна чылай награда парса чысланӑ.

Шалти ӗҫсен майорӗ тивӗҫлӗ канӑва кайсан та алӑ усса ларман. 1999—2001 ҫулсенче Комсомольски ял администрацийӗн, ун хыҫҫӑн  ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех пӗр вӑхӑт РФ Пенси фончӗн районти уйрӑмӗнче те тӑрӑшнӑ. Ҫавӑн пекех районӑн обществӑлла ӗҫӗсене те хутшӑннӑ. Кирек ӑҫта пулсан та пултаруллӑскер пӗтӗм яваплӑха туйса тӑрӑшнӑ, халӑх хушшинче ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ.

Петр Вениаминовича чаплӑ юбилей ячӗпе саламлатпӑр, пурнӑҫра яланхиллех вӑр-вар та ҫаврӑнӑҫуллӑ пулма ҫирӗп сывлӑх, тапса тӑракан вӑй-хал сунатпӑр.

Петр Лапшин,

шалти ӗҫсен пайӗнче ӗҫленӗ ветерансен совечӗн округри уйрӑмӗн председателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *