Июлӗн 6-мӗшӗнче Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗ юрӑ-ташӑ сассипе тулса тӑчӗ. Унта йӑла-йӗркесене асра тытса регионсем хушшинче иртекен чӑваш халӑхӗн юрри-ташшин «Несӗлсен сӑвапӗ» уявӗ иртрӗ. Палӑртса хӑвармалла, ӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн грантне выляса илнипе йӗркелеме май килнӗ. Чӑваш Республикинчи фольклор ушкӑнӗсем тата ытти регионсенче тымар янӑ чӑваш халӑхӗ инҫе ҫула кӗскетсе палӑртнӑ вырӑна хавас кӑмӑл-туйӑмпа килсе ҫитрӗҫ. Юрра-ташша юратакансем пӗрле пуҫтарӑнни тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине сыхласа хӑварма тата малалла аталанма пулӑшать.
Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ пӗринчен тепри илемлӗюрӑҫсем вӑйӑ картине тӑчӗҫ. Уява Пушкӑрт Рес- публикинчи Йӑмран ялӗнчен «Ҫӑлкуҫ» чӑваш халӑх фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи А.Степанова), Тутар Республикинчи Аслӑ Терпитри «Тэнкэлэр» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи И.Драндрова), Патӑрьел округӗнчи Чементи «Чемен» халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи А.Гаврилов), Елчӗк округӗнчи Тӳскелти «Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи И.Шурбин), Елчӗк округӗнчи Лаш Таяпари «Мехел» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Ю.Петухов), Муркаш округӗнчи «Муркаш» халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫисем А.Аникин, Ф.Григорьева), Куславкка тӑрӑхӗнчи Хурамалти «Эткер» тава тивӗҫлӗ халӑх пултарулӑх коллективӗ (ертӳҫи А.Васильева), Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Кукашни ялӗнчи «Кукашни» халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫисем А.Петрова, А.Васильева), Шупашкар окургӗнчи Тренькассинчи «Хӗлхем» ушкӑн (ертӳҫи А.Николаева), Йӗпреҫ округӗнчи Туҫари «Ахах» халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи И.Ильина), Вӑрнар округӗнчи «Санар» фольклор коллективӗ (ертӳҫи Г.Иванова), Шӑмӑршӑ округӗнчи Пуянкассинчи «Аххаяс» халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Н.Федотова), Тӑвай округӗнчи «Сурпан» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Н.Георгиева), Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи «Пӗчченхыр» фольклор ушкӑнне ҫӳрекен М.Чуксина (ертӳҫи А.Васильева), Комсомольскинчи искусство шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри уйрӑмӗн ачасен «Тевет» фольклор ушкӑнне ҫӳрекен уйрӑм юрӑҫсем (ертӳҫи Т.Макарова), Комсомольскинчи искусство шкулӗ ҫумӗнчи ачасен «Островок» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Т.Иванова), «Кубняночка» халӑх вокал ансамблӗ (ертӳҫи А.Кокшина), «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ ҫумӗнчи купӑсҫӑсен ушкӑнӗ (ертӳҫи В.Павлов), Урмаелӗнчи «Мишар» юрӑпа ташӑ халӑх ансамблӗ (ертӳҫи И.Хисамов), Комсомольскинчи «Туслӑх» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Л.Шуряшкина), Аслӑ Чурачӑкри «Илем» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Е.Шуряшкина) килсе ҫитнӗ. Вӗсем хӑйсем патӗнче сыхланса юлнӑ юрра-ташша пирӗн муниципаллӑ округа илсе килсе ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ. Пысӑк уява уҫма Комсомольски муниципаллӑ округӑн депутатсен Пухӑвӗн ертӳҫи С.Грачева, Комсомольски округӑн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.Комиссарова, Чӑваш Республикинчи халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директорӗн ҫумӗ В.Яковлева, йӑла-йӗркесен уйрӑмӗн ертӳҫи С.Тяхмусова, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗ М.Илларионова саламланӑ.
«Несӗлсен сӑвапӗ» уява хастар хутшӑнаканколлективсене чӑвашсен вырӑнти юрри-ташшине сыхласа хӑварса, халӑх хушшинче салатнӑшӑн, Хисеп хучӗсем парса чысланӑ.
Ҫавӑн пекех культурӑпа кану паркӗнче ал ӑстисен куравне йӗркеленӗ. Вӗсене те чыс хучӗпе тав тунӑ.
Ҫулсем иртнӗ майӑн ҫак уявӑн пысӑк малашлӑхӗ пуласса, вӑл ҫӗннине те ыррине сыхласа хӑварасса шанатпӑр.
Анна МАТРОСОВА.