Вторник, 3 октября

Уява туслӑн ирттернӗ

Уява туслӑн ирттернӗ

Чӑваш ялӗсем уҫӑ сывлӑшпа, илемлӗ вырӑнсемпе, ырӑ та тарават ҫынсемпе пуян. Яла пырса кӗрсен таврари илем чун-чӗрене тыткӑнлать, ешӗл курӑклӑ, йӑмрасемлӗ урамсем хӑйсен ытамне илеҫҫӗ. Ялта ҫуралса  ӳснӗ, халь пысӑк хулара кун кунлакансем те чӗрене ҫывӑх вырӑна ҫитсе килме канмалли кунсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

Ҫимӗк уявӗн кунӗсенче хамӑр ок- ругри  Тӑманлӑ Выҫли ялӗнче футбол юратакансем хушшинче спортсмена, преподавателе, Виталий Ермолаевич Илларионов тренера асӑнса йӑлана кӗнӗ турнир пулса иртнӗ. Ҫак мероприятие унӑн шӑллӗ Владимир йӗркеленӗ.

Ӑмӑртӑва «Единая Россия» политика партийӗн вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ Ярослав Ильин уҫнӑ, вӑл пурне те ырӑ кӑмӑл-туйӑмпа ӑнӑҫу суннӑ. Ял ҫыннисем валли тӗрлӗ енлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсене хатӗрленӗ: михӗсем тӑхӑнса хӑвӑрт чупасси, мечӗке инҫете ывӑтасси, 25 килограмлӑ сахӑр миххине йӑтса чупасси, футбол мечӗкне тӗллесе хапхана кӗртесси. Аслисем те, ачасем те айккинче юлман, тупӑшусенче хастар пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене те, хутшӑнакансене те парнесемпе, укҫа-тенкӗпе наградаланӑ.

Уяв питӗ хаваслӑ та асра юлмалла иртнӗ. Уҫӑ сывлӑша тутлӑ шӑршӑ сарса пиҫнӗ сӗтеклӗ чашламана пурте юратса ҫинӗ. Янравлӑ купӑс сассипе ташӑ картине тӑрса, хитре юрӑсем чылайччен шӑрантарнӑ. Ял ҫыннисемпе хӑнасем уявпа кӑмӑллӑ юлнӑ.

Ҫакӑн пек пуҫтарӑнса савӑнни пӗр- пӗринпе туслашма, ҫывӑхланма пулӑшать. Халӑх йӑли-йӗркине тытса пырас, ӑна малалла тӑсас енӗпе те пӗлтерӗшлӗ.

Ангелина ИНОХОДЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *