Ҫулсеренех майӑн 31-мӗшӗнче табак туртнине хирӗҫ кӗрешмелли Пӗтӗм тӗнчери куна паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун сиенлӗ йӑларан писмелли чи лайӑх сӑлтав пулса тӑмалла. Пирус туртни, сывлӑха хавшатнипе пӗрлех, енчӗке те ҫӳхетет. Сӑмахран, талӑкра 100 тенкӗлӗх пӗр пачка пирус туртса ҫулталӑкра 40000 тенкӗ ҫухататӑр. Асӑннӑ укҫа-тенкӗпе вара усӑллӑрах япала туянма май пур. Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, пирус туртнине пула тӗрлӗ чир-чӗр аталанать, вӑлах вӑраха каякан чирсем пуҫланнин сӑлтавӗ те. Ҫавна пулах куллен темиҫе теҫетке ҫын пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлать.
Мӗн пулать-ха енчен те пирус туртакан ҫын ҫак сиенлӗ йӑларан писсен?
Организм темиҫе минутранах наркӑмӑшланнинчен сывалма пуҫлать. Сӑмахран, 20 минут иртсен никотина «хӑваласа кӑларассипе» ӗҫлеме тытӑнать. Пӗр сехетрен унӑн виҫи юнра ҫурри чухлӗ чакать. Шӑп та шай ҫак вӑхӑтра ӗнтӗ черетлӗ хут пирус туртас туртӑм ҫуралать те. 10 сехетрен юн никотинран пӗтӗмӗшле тасалса ҫитет, кислородпа пуянланать. 13 сехетрен юн пусӑмӗ пӗтӗмӗшпех йӗркеленсе ҫитет, юн тымарӗсем тӑрӑх лайӑх ҫӳреме пуҫлать.
Пӗр кун пирус туртмасан чӗре ӗҫӗ те палӑрмаллах лайӑхланать. Тепӗр икӗ кунран шӑршӑсене аванрах туйма тата апат-ҫимӗҫ тутине ытларах пӗлме пуҫлатӑр. Пирус туртма пӑрахнӑ хыҫҫӑн тепӗр эрнеренех сӑн-пит ҫуталать. Ӳт-пӳрен те таса шӑршӑ кӗме тытӑнать. Пӗр уйӑх ҫак наркӑмӑша ҫӑвара хыпмасан иммунитет ҫирӗпленет, ӳслӗк чакать.
Икӗ уйӑхран юн тата юн тымарӗсем никотинран вуҫех те тасалса ҫитеҫҫӗ. Организмран токсинсем тухнӑран япаласен ылмашӑнӑвӗ йӗркеленет. Ҫакӑ вара аппетита уҫать, апат ирӗлеслӗхӗ ҫине ырӑ витӗм кӳрет. Ҫакна пулах ҫыннӑн кӗлетке виҫи те вӑйланать. Тепӗр виҫӗ уйӑхран пуҫ мимин тата мышцӑсен ӗҫӗ те палӑрмаллах лайӑхланнине пӗлтереҫҫӗ сиенлӗ йӑларан писнисем. Астуса юласси лайӑхланать, шухӑшлав хӑвӑртланать. Мышцӑсен пиҫӗхлӗхӗ ӳсет. Ҫак тапхӑрта ҫав тери ҫине тӑрсах физкультура тума юрамасть. Кун пек чухне ҫуран утса уҫӑлса ҫӳресен аванрах.
Пирус туртма пӑрахнӑ хыҫҫӑн тепӗр тӑватӑ уйӑхран шӑл эмалӗ палӑрмаллах шуралать, чӗрне тӗсӗ те улшӑнса лайӑхланать. Ултӑ уйӑхран пӗвер клеткисем, ват хӑмпин ӗҫӗ те йӗркеленеҫҫӗ. Усал йӑларан писнӗ хыҫҫӑн организм пӗр ҫулталӑкран пӗтӗмӗшле сывалса ҫитет.
Хӑшӗ-пӗри чӗлӗм туртма пӑрахас тесе электрон сигарет туртма сӗнет. Ку шухӑш пачах та тӗрӗс мар. Электрон сигаретсем, вейпсем тата ҫакӑн йышши ытти япаласем организма пирус пекех пысӑк сиен кӳреҫҫӗ. Асӑннӑ хатӗрсенче табак вырӑнне тутлӑ шӑршӑ кӑларакан япаласем, никотин тата спирт шӗвекӗ тултарнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацийӗн специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пирус вырӑнне усӑ куракан шӗвекри тутлӑ шӑршӑ кӑларакан япаласем сывлӑш ҫулӗсен аллерги чирне пуҫараҫҫӗ. Унти никотин вара ҫӑвара типӗтет ҫеҫ мар, шыҫӑ чирӗсене пуҫарать.
Вейпсемпе электрон сигаретсенче токсинсен виҫи 36 мг.-па танлашать пулсан, пирус пачкинче — 20 мг. Электрон сигарет тутлӑ шӑршӑллӑ пулнӑран тата тӗтӗм кӑларманран ӑна ытларах та ытларах туртас килет. Электрон сигаретри никотинлӑ шӗвек пысӑк температурӑра хӑрушӑ токсинсем тата канцерогенсем кӑларать. Ахаль пирус, электрон сигаретсем туртакансем те хӑвӑртах никотин «серепине» лекеҫҫӗ. Вӗсен нерв тата чӗрепе юн тымарӗсен ӗҫӗ палӑрмаллах хавшать. Таса-сывӑ та вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулас тесен пирусран писсен аванрах.
Валентина ФЕДОРОВА.