Вторник, 5 декабря

Архив ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ

Архив ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ

Иртнӗ вӑхӑтри документсем сыхланса юлччӑр, тирпейлӗ упранччӑр тесе архив ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ.

Чӑваш архив служби 100 ҫул тултарнине халалласа пирӗн округра «Архиври каҫ» мероприяти йӗркелерӗҫ. Ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социалллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Ю.Н.Митюков уҫрӗ. Малалла округӑн архив секторӗн заведующийӗ В.Н.Шингалова сӑмах илчӗ. Валентина Николаевна республикӑра архив ӗҫӗ мӗнле пуҫланса кайни, малашне еплерех аталанса пыни ҫинчен каласа пачӗ. Паянхи кун Чӑваш Енри архив служби  патшалӑхӑн 2 тата муниципаллӑ 25 архивӗсенчен тӑрать. Вӗсенче пурӗ 217 ҫын тӑрӑшать. Хальхи вӑхӑтра республикӑри архивсенче 3 миллион ытла документ упранать.  Вӗсен хушшинче 17-мӗш ӗмӗрте ҫырнисем  те пур. Пирӗн тӑрӑхри ялсем Хусан тата Чӗмпӗр кӗпӗрнисене кӗнӗ. Комсомольскинче архив район пуҫланса кайсан, 1939 ҫулта,  ӗҫлеме пуҫланӑ. В.Шингалова округри архив ӗҫӗ-хӗлӗпе тӗплӗн паллаштарчӗ, документсен пӗлтерӗшӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Мероприятие Педагогпа наставник тата Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗсене халалланӑ май, унта хисеплӗ вӗрентекенсене чӗннӗ. Анат Тимӗрчкасси ялӗнчи шкулта нумай ҫул ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ А.Т.Ежергина пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ хӑй район историйӗнче паллӑ вырӑн йышӑнать. Ачасене пӗлӳ парас енӗпе чунтан тӑрӑшнӑ Анна Тимофеевна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» (1991 ҫ.), «РСФСР халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ» (1975 ҫ.) хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри литература уявӗсенче 1980 тата 1985 ҫулсенче дипломант пулса тӑнӑ. Ҫамрӑк ӑрӑва пӗлӳ панипе пӗрлех обществӑлла ӗҫе те хастар хутшӑннӑ. Унӑн пӗтӗм наградипе ҫитӗнӗвӗсене асӑнса та пӗтереймӗн. Анна  Тимофеевна тӗлпулура хӑйӗн кун-ҫулӗ пирки тӗплӗн каласа пачӗ. Пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ документсемпе паллаштарчӗ. Биографи материалӗсене, дневниксене, асаилӳсене, хаҫат-журналсенче пичетленнӗ статьясене тата ытти документсене упрама муниципалитет архивне пачӗ.

«Ҫавра сӗтеле» «Единая Россия» политика партийӗн районти уйрӑмӗн секретарӗ Л.М.Макарова, округри тӗп библиотека директорӗ И.П.Ядрова, «Ҫӗр тата ҫынсем» музей директорӗ А.О.Полякова тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Тӗлпулу вӗҫӗнче пуҫтарӑннисем муниципаллӑ архивра пулса курчӗҫ, унта документсем мӗнле упраннипе паллашрӗҫ.

Светлана Григорьева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *