Сумлӑ ята тивӗҫнӗ

Сумлӑ ята тивӗҫнӗ

Шурутри врач амбулаторийӗнче тӑрӑшакан шурӑ халатлӑ ӗҫченсем 1500 яхӑн ҫынна медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫак коллектива чылай ҫул ӗнтӗ пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ Вера Васильевна Семенова ертсе пырать. Ӑна таврари ялсенче пурӑнакан пациентсем профессионализмӗшӗн, уҫӑ та ырӑ кӑмӑлӗшӗн, кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшма май тупнӑшӑн  чунтан хисеплеҫҫӗ. Ҫынсен сывлӑхне ҫирӗплетмелли хушма мероприятисем йӗркелеме те вӑхӑт тупать Вера Семенова.

Обществӑлла ӗҫре те хастар маттур хӗрарӑм. Ахальтен мар вырӑнти суйлавҫӑсем Вера Васильевнӑна темиҫе созывра район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ пулма та шаннӑ. 

Нумаях пулмасть Чӑваш Ен Сывлӑх министерствин «Комсомольски тӗп больници» бюджет учрежденийӗн Шурут врач амбулаторийӗн пӗтӗмӗшле практика врачне Вера Васильевна Семеновӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ» хисеплӗ ят парса чысланӑ. Вера Васильевнӑна чӗререн саламлатпӑр, ырлӑх-сывлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатпӑр.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *