Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем Украинӑри ҫар операцине хутшӑнакансене пӗрремӗш кунранах пулӑшу кӳреҫҫӗ. Ҫак ӗҫе кашни ҫын хастар хутшӑнать.
Паянхи кун та вӗсем ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче маттур. Кам мӗнпе пулӑшма пултарать, пурте хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ.
«Ҫак кунсенче ҫеҫ пирӗн ентешсем патне черетлӗ пысӑк гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. Муниципаллӑ округра пурӑнакансем салтаксем валли ӑшӑ-чӑлха нуски, тумтир, апат-ҫимӗҫ, пыл, блиндажсенче усӑ курмалли ҫуртасем, ҫырусем тата куллен кирлӗ япаласем пуҫтарнӑ. Пулӑшу пӗтӗмпех салтаксем патне ҫитнӗ. Вӗсем кашни ҫынна чӗререн тав тӑваҫҫӗ. Эпир пурте пӗрле кар тӑрса ӗҫлесессӗн, мӗн пултарнӑ таран пулӑшсассӑн ҫеҫ тӑшмана ҫӗнтерме пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та малашне те пӗр-пӗрне пулӑшса пырар», — пӗлтерчӗ Комсомольски территориллӗ уйрӑм начальникӗ Мария Илларионова.
Ҫапла вара муниципаллӑ округра пурӑнакансем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем патне ӑшӑ тумтирпе пӗрлех чун-чӗре ӑшшине те, ырӑ-кӑмӑл туйӑмне те ӑсатаҫҫӗ.
А.Ефремова.