
Декабрĕн 13-мĕшĕнче РФ Пенси фончĕн районти клиент службин уйрăмĕнче пушар тухнă вăхăтра хăрушсăрлăх правилисене пăхăнас енĕпе вĕренӳ иртрĕ.
Районти 31-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем, пушар надзор уйрăмĕн специалисчĕсем пенси фондĕнче тата районти «Каçал ен» хаçатра ĕçлекенсене вут-кăвар тухсассăн чи малтан мĕн тумаллине, пушар сӳнтерекен хатĕрсемпе мĕнле усă курмаллине, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене епле пăхăнмаллине тĕплĕн ăнлантарса пачĕç.
Районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Иван Ананьев пĕлтернĕ тăрăх, кун пек вĕренӳсем кашни учрежденирех иртеççĕ. Çакă ĕçченсене лару-тăрăва пĕлсе хаклама пулăшать. Вут-кăвар тухсан çухалса каймалла маррине тепĕр хут аса илтерет.
— Аса илтерсе хăваратпăр, енчен те пушар тухнине асăрхарăр пулсассăн, тӳрех 01, 112, 101 номерсемпе шăнкăравламалла, ăçта, мĕн çуннине тата кам шăнкăравланине пĕлтермелле, — терĕ районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ Владимир Давыдов.
А.Антонова.