
Çак кунсенче РФ Пенси фончĕн районти клиент службин уйрăмĕн специалисчĕсем «Единая Россия» партин районти çамрăк гвардеецĕсем тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем валли финанс пĕлĕвĕн урокĕ йĕркеленĕ.
Шкул ачисем пенси фончĕн ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашнă, граждансен пулас пенсийĕ мĕнле пулассине те шутласа пăхнă. Çавăн пекех вĕренекенсем «Школьникам о пенсии» вĕренӳ ресурсĕпе те кăсăкланса паллашнă. Кунта ачасене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав нумай. Мĕншĕн СНИЛС кирлĕ, пенси виçи мĕнрен килет тата ытти нумай ыйту çине хуравланă специалистсем.
Н.КАЛАШНИКОВА.