Чи кирли – асăрханулăх

Чи кирли – асăрханулăх

Хутса ăшăтмалли тапхăра кĕнĕ май пушарсем тĕлĕшпе кăткăс тапхăр пуçланчĕ. Унчченхи çулсенчи статистика яр уççăн кăтартать: сивĕсем хуçаланма тытăнсан, шел те, инкексен хисепĕ хăвăрт ӳсет.

Вĕсем чи малтанах ăшă сис- темисем юсавсăррипе, ăшăтакан оборудование, кăмакасене тĕрĕс мар вырнаçтарнипе тата усă курнипе, электросете харăсах темтепĕр чиксе тултарнипе çыхăннă. Анчах чи хăрушă сăлтав вара куç умĕнчех, вăл — çынсен тимсĕрлĕхĕпе çăмăлттайлăхĕ. Çавăнпа та сивĕ кунсем ăшă кăна мар, хăрушсăр та пултăр тесен пушартан асăрханмалли правилăсене çирĕп пăхăнмалла.

Электричествăпа ĕçлекен ăшă приборĕсем. Инкексенчен сыхланас тесен, хăвăр е кам та пулин туса панă электроприборсемпе усă курма юрамасть — заводра кăларнисене çеç туянмалла. Çĕмĕрĕлсен вĕсене юсама квалификациллĕ специалиста шанăр.

Ăшă приборĕсен çывăхĕнче хăвăрт тивсе илекен япаласем пулмалла мар.

Çавăнпа та ăшă приборне туянсан унăн ĕç инструкцийĕпе тимлĕ паллашăр, хăрушсăрлăх мерисене уяса усă курăр.

Кăмака. Çутçанталăк газĕпе ытларах усă куратпăр пулин те, уйрăм çуртсене кăмакапа ăшăтни те пур-ха. Хуçисен кăмакасене пĕрмаях юсавлă тытмалла: пурăнмалли пӳртсенче çеç мар, мунчасенче те. Шăтăк-çурăксене çийĕнчех хупламалла, тĕтĕм çулĕсене вăхăтра тасатмалла. Кăмакасене ытлашши хĕртсе яма, вĕсен çывăхĕнче хăвăрт тивсе илекен, çунакан япаласене хăварма юрамасть. Кăмака умне 50х70 тăваткал сантиметртан пĕчĕк мар тимĕр листи çапмалла. Кĕлпе хăрăма шывпа сӳнтермелле, ятарлă вырăна кăларса пăрахмалла. Кăмакана бензин, краççын евĕр тӳрех хыпса илекен шĕвексемпе чĕртме, çунаканскерне асăрхавсăр хăварма юрамасть. Тепĕр тĕп правило — кăмака монтажне тата юсавне профессионаллă специалистăн кăна пурнăçламалла.

Асăрханăр — газ!

Кĕркунне-хĕлле газ приборĕсене ĕçлеттернĕ чух хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманран шар курнă тĕслĕхсем те нумай. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, пушарсенче инкеке лекнисен 60 проценчĕ çунăк продукчĕсемпе наркăмăшланса вилет. Сиенлĕ тĕссĕр газăн шăрши çук, çавăнпа та вăл сывлăша тухса тăнине тӳрех сисейместĕн. Сисчĕвленмелли паллăсем% пуç ыратни тата çаврăнни, хăлхара шавлани, куçсем шывланни, ăш пăтранни, сывлама йывăрри тата типĕ ӳслĕк.

Сĕрĕмпе наркăмăшланасран асăрханса, çурт-хваттерсенче юсавлă газ оборудованийĕпе кăна усă курмалла тата ăна вăхăтра тĕрĕслеттерсе тăмалла. Приборсене газ сечĕпе çыхăнтарма, вĕсене улăштарма вара лицензиллĕ газ хуçалăхĕн специалисчĕн кăна право пур. Тĕрĕссипе, кил-çуртра, çутçанталăкăн хăш вăхăтне пăхмасăрах, нихăçан та асăрханулăх çинчен манма юрамасть. Çакă кăна кил  хуçалăхра пушар тухас хăрушлăха чакарма пултарать.

В.Давыдов,

районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *