Халăх пĕрлĕхĕ – пысăк хăват

Халăх пĕрлĕхĕ – пысăк хăват

Пĕтĕм Раççей çыннисем ноябрĕн 4-мĕшĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявлаççĕ. Ăна 2005 çултан паллă тума пуçланă. 2004 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думи «Çар мухтавĕн кунĕсем çинчен» федераллă саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен йышăну тунă хыççăн çак кун канмалли кун пулса тăнă.

Мĕншĕн уяв кунне ноябрĕн 4-мĕшне суйласа илнĕ-ха? Ку Раççей историйĕпе çыхăннă. 1598 çулта Рюриковичсен династийĕнчи юлашки патша вилнĕ хыççăн Раççейре пăлхаварлă вăхăт пуçланнă. Хăйсене патша вырăнне хуракансем улшăнсах тăнă, çĕршывра вăрă-хурахсем алхаснă, выçлăх хуçаланнă. Çак йĕркесĕрлĕхе пĕтерес тесе К.Минин тата Д.Пожарский  халăха пĕрлешме чĕнсе каланă. Вĕсен йыхравне илтсе тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕ, мĕнле халăх пулнине, мĕнле тĕне ĕненнине, мĕнле сийре тăнине пăхмасăр кар тăрса çĕкленнĕ. 10 пин ытла çынран тăракан ополчени 1612 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче поляк интервенчĕсене Мускавран хăваласа янă. Вĕсен йышĕнче Атăл тăрăхĕнчи халăхсем те, вăл шутра чăвашсем те пулнă. Патшана Романовсен династине пуçарса яракан Алексей Михайлович ларнă.

Çак кунах Хусан Турă амăшĕн турăшĕн кунне те паллă тăваççĕ. Вăл ополченири çынсене интервентсене хăваласа яма вăй парса тăнă тесе шутлаççĕ. 1649 çултах Алексей Михайлович патша ун ячĕпе чиркӳпе патшалăх уявĕ тăвасси çинчен указ кăларнă пулнă.

Халăх пĕрлĕхĕн кунне çулсеренех çĕршывра анлăн паллă тăваççĕ. Пĕлтĕр тата виçĕм çул, коронавирус чирĕ алхаснă вăхăтра та, мероприятисен чылай пайĕ онлайн майĕпе иртнĕ. Кăçал çак паллă кунпа çыхăннă ĕçсен программи пуçланнă та ĕнтĕ. Вĕренӳ заведенийĕсенче тематикăлла сехетсем, калаçусем ирттереççĕ. Обществăлла организацисем викторинăсемпе конкурссем йĕркелеççĕ. Культура ĕçченĕсем халăха савăнăçлă каçсене пуçтараççĕ…

Уяв ятĕнче «пĕрлĕх», «халăх» сăмахсем тăраççĕ те, чăвашсен ку енĕпе мĕн ĕлĕкрен ламран лама куçса пыракан ваттисен сăмахĕсем нумай. «Халăх сурать — кӳлĕ тăвать», «Пĕрлĕх чул хӳмерен çирĕпрех» тенисем пушă вырăнтан илнĕ каларăшсем мар. Мĕн авалтанах пирĕн халăх кирек мĕнле ĕçе те ушкăнпа пурнăçланă. Çынсем нимене кар тăрса тухса пĕве пĕвеленĕ, кĕпер тунă, çурт-йĕр çĕкленĕ… Йывăрлăхра яланах пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшнă, пысăк хуйха та пĕрле пайланă.

Çавăнпа та Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ кашни çыншăнах пысăк уяв пулса тăрать.

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *