Пятница, 19 апреля

Тухтăр патне вăхăтпа çырăнмалла

Тухтăр патне вăхăтпа çырăнмалла

Сывлăха вăхăтра тĕрĕслесе тăрасси пирĕн пурнăçра çав тери пĕлтерĕшлĕ. Больницăна чирлесен çеç мар,  тĕрĕсленме кайни те паха.  Анчах та сыватмăшсене «нуша» çитсен çеç утатпăр.

— Çакă вара тĕрĕс мар, — палăртаççĕ тухтăрсем. 

— Юлашки çулсенче наци проекчĕпе килĕшӳллĕн республикăра пурăнакансен сывлăхне упрас,  вĕсен кун-çулне тăсас тесе сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Диспансеризаци витĕр тухни те нумай пациент пурнăçне çăлса хăварма пулăшать. Диспансеризацие графикпе килĕшӳллĕн пурнăçлаççĕ. Çын сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеççĕ, — тет  районти  больницăн тĕп тухтăрĕ Инна Ефремова.

Апла пулсассăн пĕр тăхтаса тăмасăрах сывлăха тĕрĕслемелле, кирлĕ анализсем памалла, тухтăр патне çитмелле. Шурă халатлă ĕçчен патне çитмелле тенĕрен, çакна астуса юлмалла: районти тĕп больницăра пациентсене   маларах çырăннă йĕркепе йышăнаççĕ. 

— Кун пек йĕркепе  республикăри, Раççейри больницăсем, поликлиникăсем  тахçантанпах усă кураççĕ. Ялсенче пурăнакансемшĕн  çак  йăла темшĕн ют. Вĕсем унчченхи пекех черет тăрса тухтăр патне кĕресшĕн. Районта пурăнакансене пĕлсе тăма  палăртса каласшăн — районти больницăри тухтăрсем патне килес тесессĕн маларах çырăнмалла. Эсир çакна çăмăллăнах  Пĕрлехи патшалăх  порталĕ урлă харпăр хăй пӳлĕмĕнче  тума  тата районти тĕп больницăна 8(83539)5-15-75 номерпе шăнкăравласа пурнăçлама пултаратăр. Хăвăра меллĕ вăхăт тата кун суйласа илме май пур. Çавăн пекех тухтăрсем тĕрлĕ анализ пама та вăхăт палăртаççĕ.  Кун пек  чухне черет пулмасть, палăртнă вăхăта килетĕр те каятăр. Кĕтсе тăмалла мар, вăхăта сая ямалла мар. Пациентсемшĕн çав тери меллĕ  тесе шутлатпăр, — пĕлтерчĕ Инна Ефремова.

Вăл каланипе çынсем килĕшеççех пулĕ тесе шутлатăп. Çырăннă пациентсене районти тĕп больницăра  палăртнă вăхăтра йышăнаççĕ. Вăхăтсăр килнисен кĕтсе ларма тивет.  Çавăнпа та  мĕнле аванрах пулнине хăвăр палăртăр. Ман шутпа вăхăтпа каятăн, часрах пушанатăн.

А.Мариян.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *