Понедельник, 14 октября

Яланах рейса тухма  хатĕр

«Слава картофелю» агрофирмăсен ушкăнĕнче ĕçлекенсен, механизатор-и вăл, водитель-и, çăва тухсан ĕç нумай. Çитĕнтернĕ уй-хир культурисене пуçтарса кĕртнĕ вăхăтра вара уйрăмах хĕрӳ лекет. Кунта чылайранпа тăрăшакан Аглем Камальтдинов çакна хăнăхнă ĕнтĕ. Хăйне шанса панă автомашинăна яланах юсавлă тытаканскер кирек хăçан та рейса тухма хатĕр.

Тетĕшĕ, Миндамир автомашинăпа ĕçленине кура-ши, Аглем мĕн пĕчĕкренех техникăна юратса ӳснĕ. Çавăнпах пулĕ вĕренсе шофер правине илнĕ. Кирек ăçта тăрăшсан та ĕçе типтерлĕ тума хăнăхнăскер, хăй ĕçлекен техника юсавлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Автомашинăна тĕплĕ пăхса ямасăр нихăçан та çула тухмасть  вăл.

Кăçал А.Камальтдинов водитель çуркунне акакан-лартакан агрегатсем патне вăрлăх илсе килсе панă çĕрте тăрăшнă. Вырмара «хир карапĕсем» патĕнчен тырă турттарса тăнă. Кĕркунне çĕрулми уйĕнчен тулли тиевсемпе рейс хыççăн рейс тунă. Юлашки вăхăтра пахча çимĕç хирĕсенчен кишĕр тиесе складсене илсе çитерет. Кăçал çанталăк йĕпе-сапаллă пулни водительсен ĕçне те чылай кăткăслатрĕ. Хире автомашинăпа  кĕрсе тухма çăмăлах мар. Кунта водителĕн тăрăшулăхĕпе пĕрлех ăсталăхĕ те кирлĕ. Хăйне шаннă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн хисеплеççĕ ăна коллективра. Хастар ĕçшĕн вăл пĕрре мар тав сăмахне                 тивĕçнĕ.

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *