Ялта пурăнакан, медицина пĕлĕвĕ илнĕ çын тивĕçлĕ канăва кайсан та, вăл таврари çынсемшĕн сывлăх сыхлавĕн ĕçченех пулса юлать. Фельдшерпа акушер пунктĕнче нумай çул ĕçленĕ пулсан, пушшех те. Хăйсене сыв мар туйсан халĕ те Тутар Элпуçĕнче пурăнакан Наиле Мингалеевна патне пыраççĕ. Вĕсене кирлĕ сĕнӳ-канаш пама яланах хатĕр вăл.
Н.М.Бикбулатова Канашри медицина училищине пĕтернĕ хыççăн тӳрех тăван тăрăха ĕçлеме таврăнать. 1983 çулта ăна Чăваш Элпуçĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведющийĕ пулма шанаççĕ. 40 çула яхăн тăрăшать вăл çак ĕçре. Хирти Явăш, Чăваш тата Тутар Элпуç ялĕсенче пурăнакансен сывлăхĕшĕн тăрăшать. Çак çулсенче асăннă ялсенче вăл çитмен çурт юлман пулĕ. Çĕр варринче çула тухни те сахал мар пулнă. Чир-чĕр йĕпе-сапана та, çил-тăман алхаснине те пăхмасть. Чирлĕ çын патне кирек хăш çанталăкра та тухса утнă вăл. Çынна вăхăтра пулăшу пани нимрен те паха пулнине лайăх ăнланнă медицина ĕçченĕ. Миçе çынна пулăшу панине, больницăна хăвăртрах илсе кайма май тупнине пула вилĕм аллинчен туртса кăларнине шутласа та пĕтереймĕн. Паянхи кун та ăна çакăншăн тав тăвакансем сахал мар.
Ялти фельдшер-акушерăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Унăн клиенчĕсем алăри ачаран пуçласа утайман çынсем таранах пулнă. Йывăр çын хĕрарăмсем те унран сĕнӳ-канашсем ыйтнă, ал-урана амантсан та тӳрех ун патне васканă. Вĕсемпе Наиле Мингалеевна яланах тарават, çепĕç чĕлхепе калаçнă. Ăшă сăмах тепĕр чухне паха эмелрен те хаклăрах тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Шкулта пулса ачасемпе сиенлĕ йăласем пирки калаçусем ирттерме те, хăрушă чирсем пирки каласа пама та вăхăт тупнă. Халăхпа курнăçса ăнлантару ĕçĕсем те сахал мар тунă. «Медпунктран çын татăлмастчĕ. 1980—90-мĕш çулсенче ялта пурăнакансем те йышлăччĕ, шкула çӳрекен ачасем те нумайччĕ. Район центрне тухма та çăмăлах пулман. Çавăнпа та пулĕ халăх нумай килнĕ. Вĕсене пĕрне те тимлĕх уйăрмасăр кăларса яман. Эмелпе çеç мар, ăшă калаçупа та лăплантарнă, çынсене шанчăк парса кăларса янă. Пĕрле ĕçлекенсемпе те яланах кăмăллă калаçатчĕ, сасă хăпартнине ас тумастăп. Кашнине ăнланма тăрăшатчĕ», — каласа парать Наиле Мингалеевнăпа пĕрле нумай çул ĕçленĕ Любовь Константинова. Вăл та санитаркăра мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех тăрăшнă, фельдшера мĕн май килнĕ таран пулăшса пынă.
Н.Бикбулатова пурнăçĕнче йывăр хуйхă пулсан та пуç усман. Мăшăрĕ çамрăклах пурнăçран уйрăлса кайнă, хĕрарăм шкул çулĕнчи 3 ачапа тăрса юлнă. Вĕсене ура çине тăратас, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларас тесе унăн чылай тăрăшма тивнĕ. Пултаруллă медицина ĕçченĕ кил-çуртри ĕçсене пуçтарма та вăхăт тупнă, халăха медицина пулăшăвĕ пама та ĕлкĕрнĕ. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх те тытнă, пахчара тĕрлĕ çимĕç туса илнĕ. Пĕчченех пурăнать пулин те алă усса лармасть. Çу каçах анкартинче, садра тăрăшать. Ачисемпе мăнукĕсем килсех çӳреççĕ.
Хастар ĕçшĕн Наиле Мингалеевна чылай Хисеп грамотисене, Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Вăл наградăсенчен чи хакли — ял халăхĕн хисепĕ. Паянхи кун та ун пирки çынсем ырăпа çеç асăнаççĕ. Çак кунсенче вăл 60 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна саламлакансем йышлă пулаççех. Эпир те вĕсем çумне хутшăнса ăна çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, малашне те ăнăçу сунатпăр.
Ю.Гаврилов.