Суббота, 20 апреля

Малашне те çĕнĕ çурт-йĕр çĕкленĕ, ял-урамĕ  илемленĕ

Малашне те çĕнĕ çурт-йĕр çĕкленĕ, ял-урамĕ  илемленĕ

Кирек мĕнле вăхăтра пурăнсан та строительство ĕçĕсем тумасăр май килмест. Пурăнмалли çĕнĕ çурт-йĕр çĕклемелле, произвдство тата социаллă объектсем хута ямалла. Çав вăхăтрах мĕн пуррине те пăхса тăмалла, юсав ĕçĕсем вăхăтра ирттерме тăрăшмалла.

Кăçал районта пурнăçламалли ĕçсем чылай палăртнă. Чĕчкен ялĕнчи Солнечная урама электроэнергипе тата çутçанталăк газĕпе тивĕçтерес енĕпе тăрăшмалла, Çĕнĕ Шăхран ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕн, Тукай ялĕнче клубăн çурчĕсене хута ямалла. Район центрĕнчи тĕп стадиона искусствăлла сарăмпа витессине вĕçлемелле, Кироври клуб-музейра юсав ĕçсем ирттермелле. Хирти Сĕнтĕрти плотинана тĕпрен юсамалла. Кунсăр пуçне вырăнти инвестиципе тăвакан 31 проекта  тата ытти ĕçсене пурнăçламалла.

Халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе Раççей тата Чăваш республикин правительствисем чылай программăсем йышăннă. «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» тата «Раççей Федерацийĕнчи граждансене хăтлă çурт-йĕрпе, коммуналлă пулăшусемпе тивĕçтересси» программăсемпе районти 9 çемьене 7,056 миллион тенкĕлĕх тӳлев панă. Яллă вырăнта ĕçлесе пурăнакан пĕр çемьене патшалăх программипе çур-йĕр çĕклеме 927 пин тенкĕ социаллă тӳлев парса пулăшнă. Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр тăрса юлнă ачасене пулăшма 3 сертификат, 1 пурăнмалли вырăн пурĕ 7,202 миллион тенкĕлĕх уйăрнă. Нумай ачаллă çул çитмен пилĕк е ытларах та ачаллă çемьесене социаллă наемпа пурăнмалли вырăн пама 2,941 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ палăртнă.

«2014—2043 çулсенче Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсен пĕтĕмĕшле пурлăхне тĕпрен юсасси çинчен» республика программине пурăçлас енĕпе те ĕçсем туса ирттернĕ. К.Антонов микрорайонĕнчи 11, 12, 13-мĕш  çуртсенче 1,929 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пулнă. Октябре 70 çул урамри 4-мĕш çурт çивиттине юсама 3,609 миллион тенкĕ тăкакланă.

«Городская среда» программăпа килĕшӳллĕн район центрĕнчи тĕп лаптăка тирпей-илем кӳрес тĕлĕшпе 5,2 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă. Кунта фонтана тата  палăк патне пыракан вырăна юсаса   хитрелетнĕ. Юсавпа техника предприя- тийĕ çывăхĕнчи çуртсен картишĕсене хăтлăх кĕртнĕ. Кабалин микрорайонĕнче те ку енĕпе ĕçлеççĕ. Çав тĕллевпе пурĕ 8,6 миллион тенкĕ уйăрнă пулнă.

Пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх сферине аталантарас тата çĕнетес тĕлĕшпе 2022 çулта 1,4 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла. Хирти Мăнтăр  ялĕнче пурăнакансене шывпа тивĕçтерес енĕпе тăвакан ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ.

Районти пĕтĕм çулсене йĕркелесе тăма пур. 12,072 миллион тенкĕ, ял тăрăхĕсенчи  çулсем валли 2,951 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. «Комсомольски — Тăманлă Выçли», «Çĕрпӳ — Ульяновск — Анат Тимĕрчкасси — Тури Тимĕрчкасси», «Калинино — Патăрьел — Елчĕк — Юнтапа» автомобиль çулĕсене юсанă. Çак тĕллевпе 15,093 миллион тенкĕпе усă курнăĕ Ял тăрăхĕсенчи çулсене те юсаса тикĕсленĕ, ку ĕç малалла пырать. И.Кабалин урамĕнчи 10-мĕш нумай хутлă çурт патне пыракан çула йĕркене кĕртнĕĕ «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» РФ патшалăх программине пурнăçлас тĕллевпе «Çĕрпӳ — Ульяновск — Комсомольски», «Çĕрпӳ — Ульяновск — Хырай Ĕнел — Кивĕ Сĕнтĕр», Вăрманхĕрри Чурачăк шкулĕ патне пыракан, «Çĕрпӳ — Ульяновск — Хирти Выçли» автоçулсене тĕпрен юсас енĕпе проектпа смета документацийĕсем хатĕрленĕ. Çак ĕçсене  275,944 миллион тенкĕлĕх пурнăçламалла пулать.

Кăçал Чĕчкен ялĕнчи Солнечная урамра калăпăшлă ĕçсем пурнăçланă. «Энергия» ОООпа контракт туса урама валли 2107,160 пин тенкĕлĕх оборудовани туяннă. Пысăк вольтлă электролини валли юпасем, трансформатор подстанцийĕ вырнаçтарнă. Çак урамах çутçанталăк газĕ пама пăрăхсем хывнă тата ытти догазификаци енĕпе ĕçсем пурнăçланă.

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи юханшыв çинче гидросооружение юсас енĕпе те ĕçсем малалла пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе «Стройкомфорт» ООО строителĕсем тăрăшаççĕ. Вĕсен 10739,174 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла.

Строительство материалĕсем хакланса кайни чăрмав кӳрет пулин те районта уйрăм çынсем те, производство предприятийĕсем те çĕнĕ çурт-йĕр çĕклеме, мĕн пуррине юсаса хăтлăх кĕртме майсем тупаççĕ. Патшалăх та пуçаруллисене май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Малашне те районта строительство ĕçĕсем чарăнса лармĕç, хăтлă та паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен çĕнĕ объектсем хута кайса пырĕç тесе шутлатăп.

 Ялта пурăнакан кашни çынах пăртак строитель те. Кашниех хăй ĕмĕрĕнче мĕн те пулин тума хутшăннă. Вĕсене пурне те, уйрăмах ĕмĕрĕпех çĕнĕ пӳрт-çурт çĕклес, хуралтăсем тăвас енĕпе ĕçленĕ çынсене, Строитель кунĕ ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, пурнăçра ăнăçусем сунатăп.

А.Краснов,

район администрацийĕн строительство, пурăнмалли  çурт-йĕр тата комуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *