Воскресенье, 6 октября

Пысăк фестивале çитсе курăр!

Пысăк фестивале çитсе курăр!

Августăн 12—13-мĕшĕсенче районти Акатуй иттерекен вырăна халăх йышлă пуçтарăнĕ. Кунта Пĕтĕм тĕнчери «Мир на крючке — Рыба Мира» фестиваль иртмелле. Район халăхĕпе савăнма, çут çанталăк илемĕпе паллашма çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен, урăх патшалăхсенчен хăнасем нумайăн килмелле. Фестиваль тĕллевĕ те шăпах халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетесси, хамăр пурăнакан тавралăх пуянлĕхĕпе тата хитрелĕхĕпе паллаштарасси, туризма аталантарасси, çынсене канма тата савăнма кирлĕ условисем туса парасси, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарасси пулса тăрать те. Мероприяти программи пуян та анлă.

Хăнасем августăн 12-мĕшĕнчех каç кӳлĕм килме пуçлаççĕ. Каçпа 8 сехетре Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Çирĕкле   кӳллинче пулăçăсен ăмăртăвĕ пуçланмалла. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ пулăçăсен 15 ытла команди тупăшĕ. Вĕсем тепĕр ирчченех, 9 сехетчен, пулă тытас енĕпе ăмăртĕç. Ку ял тăрăхĕнчех шыв çинче ишме май паракан ятарлă хăмасемпе (сапы) ярăнакансен тупăшăвĕ те пулĕ.

Акатуй ирттерекен вырăнта вара августăн 13-мĕшĕнче ирхине 9 сехетрех мероприятисем пуçланĕç, суту-илӳ тума тытăнĕç. Çав вăхăтрах инвестици совечĕ те ĕçлеме пуçлĕ. Кăнтăрла тĕлнелле фестивале официаллă майпа уçма палăртнă. Ун хыççăн тĕрлĕ мероприятисем пуçланĕç. Фестивале килнисем Марина Корпа паллă тренер ертсе пынипе аэробикăн кăтартуллă номерĕсене курса савăнма пултарĕç. Районти культура ĕçченĕсем хаваслă юрă-ташăпа савăнтарĕç.

Спорт ăмăртăвĕсемпе те пуян пулĕ фестиваль: «Кĕрешӳ» наци кĕрешĕвĕ, лапталла, чушкăлла вылясси, мини-футбол, пляж волейболĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешесси… Шупашкартан килнĕ спортсменсем карате енĕн хăнăхтарăвĕсене кăтартĕç. Правилăсăр çапăçу (хутăш мăшăр кĕрешӳ) спорт енĕ те пур программăра.

Фестивальте Ю.Спиридоновăн «Отставник» ушкăнĕ те хăй пултарулăхне кăтартĕ. 19 сехетре Раççей юрăçин, композиторĕн, «Фабрика звезд» проект финалисчĕн Михаил Гребенщиковăн концерчĕ пуçланĕ. Фестивль савăнăçлă дискотекăпа вĕçленĕ.

Оргкомитет фестивале çӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерес енĕпе чылай ĕç тунă. Мероприяти пулакан вырăнсене тирпей-илем кĕртнĕ, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе те ĕçленĕ. Фестивале вырăнти ал ĕç ăстисем те, ял тăрăхĕсенчи пултаруллă та пуçаруллă çынсем те хастар хутшăнĕç. Пурте уява çитсе курма васкăр!

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *