Пятница, 15 ноября

Пушар ан тухтăр

Пушар ан тухтăр

Пирĕн республика территорийĕнче майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа пушара хирĕç ятарлă режим вăя кĕнĕ. Ку мерăна вут-çулăм тухасран асăрхаттарас, вăрмансенчи пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес, халăхăн тимлĕхне ӳстерес тĕллевпе йышăннă. Ятарлă режим паян та вăйра. 

Аса илтеретпĕр: пушара хирĕç ятарлă режим вăхăтĕнче граждансен вăрмансене кĕрсе çӳремелле мар, кăвайтсем чĕртме, пушар тухас хăрушлăх кăларакан ĕçсене пурнăçлама,  уçă çулăмпа усă курса вăл е ку ĕçе тума юрамасть. Çак йĕркене пăхăнманнисене административлă майпа явап тыттараççĕ, штрафлаççĕ.

Уйрăм çынна административлă  штраф 2—4 пин тенкĕ, должноçрисене 15 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене 200—400 пин тенкĕ штраф тӳлеттереççĕ. Енчен те пушара хирĕç ятарлă режим вăхăтĕнче çулăм алхасассăн, ют пурлăха сăтăр кӳрсессĕн тата çын сывлăхне çăмăл е вăтам сиен кӳчĕ пулсассăн — уйрăм çынна 4—5 пин тенкĕ, должноçрисене 40 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене вара 350—400 пин тенкĕ таран штраф параççĕ. Пушар тухса çын сывлăхне йывăр сиен кӳрсен е çыннăн пурнăçĕ татăлсан юридици сăпачĕсене  600 пинтен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран штрафлаççĕ е ĕç-хĕлне 90 талăка административлă майпа чарса лартаççĕ.

Хисеплĕ район çыннисем тата хăнисем, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнăр! Енчен те çулăм тухнине асăрхасан «01», «101», «112»  номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.

И.Ананьев,

31-мĕш пушар хуралĕн ертӳçи.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *