Комсомольски салин тĕп урамĕсемпе утнă май, «Надежда» суту-илӳ çурчĕ тӳрех куç умне лекет. 30 çул хушшинче унта кашниех çитсе курнă тесе шутлатăп. Надежда Краснова предприниматель ертсе пыракан магазинта хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ тавар сутнă. Çитĕнӳ çăмăллăн килмен, çĕр çывăрман каçсем, кунсем, ывăннă вăхăтсем, пуçа çавăрттарса шутламалли, татса памалли ыйтусем сахал мар пулнă хĕрарăм пурнăçĕнче.
Паян вара вĕсем туянакансене ылтăнран, кĕмĕлтен тунă илемлĕ ювелир изделийĕсем сĕнеççĕ. Вĕсем патне район çыннисем çеç мар, таврари районсенче, кӳршĕ республикăсенче пурăнакансем те килсе çӳреççĕ иккен. Апла пулсассăн суту-илӳ магазинĕ вĕсен кăмăлне тивĕçтерет тата кирлĕ тавар сĕнет. Надежда Валентиновна ертсе пыракан коллектив туянакансен кăмăлне туллин тупнине тĕслĕхсем çирĕплетеççĕ. Кунта ĕç кунĕн хăш вăхăтĕнче кĕрсессĕн те туянакансем чылайăн. Кам ювелир изделийĕсене парне валли туянать, тепри хăйне валли суйлать. Ассортимент чăннипех те пысăк. Тепĕр чухне чи хитри, килĕшекеннине суйласа илме те йывăр пулĕ. Çирĕп пусăмпа утакан предприниматель пĕлтернĕ тăрăх, тĕлĕнмелле илемлĕ ылтăн, кĕмĕл изделисене Раççейри 100 яхăн заводран кӳрсе килеççĕ. Ытларах вара вĕсем Мускаври ювелир завочĕпе, «Алмаз холдинг» ОООпа, Эстет, Адамас, Дэльта, Соколов ювелир çурчĕсемпе ĕçлеççĕ.
— Паянхи кун илемлĕ, пахалăхлă тавар туянасси чылай çăмăлланчĕ. Ювелир хатĕрĕсене кирлех пулсассăн Интернетпа çырăнса илме те, вырăна çитерсе памалла заказ пама та май пур. Çав тери меллĕ. Апла пулин те, алăпа тытса пăхса, хакласа туянма кăмăллатăп. Кун пек шанчăклăрах. Çавна май тăтăшах ювелир изделийĕсен куравĕсене тухса çӳретĕп, заводсенче те пĕрре мар пулатăп. Паха та ĕлккен тавара хаклакансен кăмăлне туллин тивĕçтерме тĕрлĕ ювелир хатĕрĕсене ятарлă каталог урлă та заказ пама пулать. Клиентсен ыйтăвне 10 кунра пурнăçлатпăр. Унпа пĕрлех вара пирĕн суту-илӳ магазинĕнче сутăнакан ювелир изделеийĕсене те туянма пулать. Клиентсен кăмăлне тивĕçтерсе сакассене почтăпа ăсататпăр. Сăмахран, кăçал Грецие те хаклă издели ятăмăр. Эпир сутакан таварсемпе çынсем Интернет уçлăхĕнче паллашаççĕ. Килĕшекен ювелир изделине туянма заявка параççĕ, — тет пăрчăкан пек маттур Надежда Валентиновна.
Клиентсен кăмăлне туллин тивĕçтересси вара ĕçре чи малти вырăнта. «Надежда» магазина кĕрекенсене Анжела Филиппова, Татьяна Самарина, Оксана Николаева, Александр Смирнов, Валентина Сандалова яланах тарават кĕтсе илеççĕ. Коллектившăн клиентсен ыйтăвĕ темрен те паха. Ахальтен мар кашниех унтан тулли кăмăлпа тухса каять. Вĕсем чăннипех те кунта сĕнекен ювелир хатĕрĕсене пысăка хурса хаклаççĕ. Коллектив вара ассортимента пуянлатас, çынсен кăмăлне тивĕçтерес тĕллевпе малалла утать. Вăл çеç-и? Туянакансем валли те сахал мар мероприяти йĕркелеççĕ. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен, Çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕсенче, магазин çуралнă кунĕнче, Çĕнĕ çулта ятарлă акцисем ирттернĕ май ювелир изделийĕсене йӳнĕрех хакпа сĕнеççĕ тата лотерея вылявĕсем ирттереççĕ.
Акă, суту-илӳ çурчĕ çуралнă куна кашни çулах тавар туянакансем пĕрле ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Июль уйăхĕнче вĕсем тавар туянакансем хушшинче лотерея вылявĕ ирттереççĕ. Кашни çулах парнесен фончĕ 100 пинрен кая мар. 2019 çулта Надежда Краснова клиента чи пысăк парне автомобиль те парнеленĕччĕ. Кăçал вара лотерея вылявĕнче чи хаклă парне — 100 пин тенкĕ сертификат пулчĕ. Июлĕн 23-мĕшĕнче паллă тунă çуралнă куна тавар туянакансем, хăнасем чылай пухăнчĕç. Савăнăçлă уяв кунĕ тĕлне кашни çулхи пекех парнесем те чылай хатĕрленĕ. Тавар туянакансем хушшинче лотерея вылявĕ йĕркелерĕç.
— Суту-илӳ çурчĕ ĕçлеме пуçланăранпа 30 çул çитрĕ. Çак вăхăтра эпир туянакансен кăмăлне туллин тивĕçтерес тĕллевпе ĕçленĕ те, ĕçлĕпĕр те. Паян пурин валли те парне хатĕрленĕ, пирĕн уяв — сирĕн уяв, — терĕ Надежда Краснова ертӳçĕ пухăннисене ăшшăн саламласа.
Июлĕн 23-мĕшне клиентсем чăтăмсăррăн кĕтни уйрăмах сисĕнет. Пурте савăнăçлă кăмăлпа килнĕ кунта. Çак кун илемлĕ ювелир хатĕрĕсем туянакансем те сахал мар пулчĕç. Туянма сăлтав пур, çуралнă кунра хаксем самай йӳнĕрех.
Кĕтнĕ самант пурне те хумхантарчĕ, паллах. Мĕншĕн тетĕр-и? Суту-илӳ çурчĕ хăйĕн клиенчĕсене кашни çулах тĕрлĕ парнепе савăнтарать. Çуралнă кунран пушă алăпа каякан пулмарĕ, кам — тĕп, тепри савăнмалăх парнене выляса илчĕ. Пухăннисем уява тулли кăмăлпа килни, парнесемшĕн чунтан савăнни уйрăмах сисĕнчĕ. Ылтăн хăлха çакки, кĕмĕл çĕрĕ выляса илсессĕн кам савăнмĕ? Чи пахи вара — çуралнă куна пĕрле уявлани тесе шутлатăп.
«Надежда» суту-илӳ çурчĕн кун-çулĕ — вăрăм, утти — çирĕп, коллектив кăмăлĕ уçă пултăр.
НАДЕЖДА КРАСНОВА:
«Клиентсем пирĕн пата тĕрлĕ çĕртен килни, ювелир хатĕрĕсене пысăк хак пани ĕçлеме хавхалантарать. Ассортимента пуянлатас, çынсен кăмăлне тивĕçтерес тĕллевпе малалла утатпăр. Предприниматель ĕçĕнче кахалланса ларни вырăнсăр. Ĕçлемеллле, тăрăшмалла, шав малалла ăнтăлмалла, çĕннине алла илмелле».
А.ЕФРЕМОВА.