Ачасем илемлĕ çу кунĕсенче тунсăхласа ан ларччăр, канăвне усăллă та интереслĕ ирттерччĕр тесе районти тĕп библиотека ĕçченĕсем чылай ĕç тăваççĕ. Июнь уйăхĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ çумĕнчи «Бригантина» лагере çӳрекенсемпе нумай мероприяти йĕркелерĕмĕр.
Ачасем район центрĕнчи паркра иртнĕ «Мы друзья твои, природа!» квест-вăййа хапăлласах хутшăнчĕç. «Светлячки», «Родничок», «Колокольчики» командăсем маршрут хучĕсем илсе экологи çул çӳревне тухрĕç. Вĕсен 6 станцие çитмелле пулчĕ. «Эрудит» чарăнура ачасем кăткăс пуçватмăшсен тупсăмĕсене шырарĕç, «Лесная» станцире хамăр тăрăхри сиплĕ курăксем пирки каласа пачĕç. «Литературная» конкурсри ыйтусем çине хуравлас тесен «Жить в согласии с природой» кĕнеке выставкипе паллашмалла пулчĕ. «Экологический светофор» чарăну вĕренекенсене çут çанталăкпа çыхăну йĕркисене ас тутарчĕ. «Капитаны» тата «Сказочная экология» станцисенче те пĕчĕк шăпăрлансен хăйсен тавçăруллăхне кăтартса пама тиврĕ. «Светлячки» команда финиша чи малтан çитрĕ, чи нумай балл пуçтарса çĕнтерӳçĕ пулса тăчĕ. Ку мероприяти ачасене тăван тавралăха юратма, çут çанталăка сыхлама вĕрентес тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ пулчĕ тесе шутлатпăр.
Июнĕн 12-мĕшĕ — Раççей кунĕ. «И это все — Россия» патриотизмла сехете Тукай Мишер вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем те хутшăнчĕç. Библиотекарьсем Раççей символĕсем (ялав, герб, гимн) пирки ачасене интереслентермелле каласа пачĕç. «Люблю тебя, моя Россия» интелектуаллă конкурс, «Передай сердечко», «Наши символы», «Из какой это сказки;» вăйăсем, «Гордость моя — Россия» кĕнеке выставки хыççăн вĕренекенсен Тăван çĕршыва юратас, унпа мухтанас туйăмĕсем вăйланчĕçех ĕнтĕ.
«Путешествие в страну Экономики» финанс вăййи лагере çӳрекенсене укçа-тенкĕпе çыхăннă чылай ыйту çине тулли хурав тупма пулăшрĕ. Вĕсем юмахсемпе мультфильмсенчи геройсем мĕн туяннине е сутнине аса илчĕç, шӳтлĕ ыйтусен тупсăмĕсене шырарĕç, кроссвордсен, «Русские пословицы» конкурссене хутшăнчĕç.
Сывлăх — чи хакли. Хырай ,нел вăтам шкулне çӳрекенсем районти тĕп библиотекăна килсен тӳрех Сывлăх çĕршывне çул çӳреве тухрĕç. Вĕсене кунти ĕçченсем ӳт-пĕве çирĕплетес тесен хусканусем ытларах тума тăрăшмалли, тĕрĕс апатланмалли пирки каласа пачĕç, усăллă витаминсемпе паллаштарчĕç. Икĕ командăна пайланса вĕсем «Своя игра» конкурсра та тупăшрĕç.
Кăçал Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкĕ пулнă май ăна халалласа мероприяти йĕркелерĕмĕр. Унта хамăрăн пĕтĕм тĕнчипех чапа тухнă çынсем пирки каласа патăмăр. Ун пеккисем пирĕн сахал мар: ăсчахсем, ӳнерçĕсем, артистсем, космонавтсем, спортсменсем… Акă, Юхма Мишши 300 ытла кĕнеке авторĕ, К.Иванов 16 çултах «Нарспи» поэма çырнă, И.Яковлев пĕтĕм чăваш халăхне çутта кăлараканĕ… Ачасем вĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă викторина ыйтăвĕсем çине интересленсех хуравсем шырарĕç. Чи нумай пĕлекенни Арсений Хораськин пулни палăрчĕ.
Ача чухне кашниех ӳссен кам та пулин пулма ĕмĕтленет. Çуллахи сывлăха çирĕплетмелли лагере çӳрекенсем те, паллах, кунпа интересленеççĕ. Тĕп библиотекăра «Кем быть?» професси сехечĕ йĕркелерĕç те унта вĕсем хастар хутшăнчĕç. «Доскажи словечко», «Самая-самая» конкурссем ачасене тĕрлĕ профессисен анлă тĕнчине илсе кĕчĕç. Юмахсенчи персонажсем хăйсемпе паллаштарчĕç, ыйтусем пачĕç. «Угадай, кто?..», «Кто потерял свой инструмент?», «Покажи профессию» вăйăсенче вĕренекенсен ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене аса илме тиврĕ. Вĕсем тупмалли юмахсен хуравĕсене шырарĕç, сăвăсем вуларĕç. Юлашкинчен ачасем вăл е ку професси пирки хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç.
Республика кунĕ умĕн ирттернĕ «Мой край — Чувашия» историллĕ экскурси те ачасене интереслентерчĕ. Çуллахи лагере çӳрекенсене чăваш халăхĕн аталанăвĕ, пурнăçĕ, республикăри тата районти паллă çынсем, чаплă вырăнсем çинчен пĕлни малашнехи пурнăçĕнче кирлĕ пулатех. Малалла вĕренекенсем чăваш поэчĕсен сăввисене вуларĕç, «Знаешь ли ты страну Чувашию?» викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, «Угадай по описанию», «Волшебный мешок» тата ытти конкурссенче вăй виçрĕç. Ачасем хăйсем çĕр-пин сăмах, çĕр-пин юрă, çĕр-пин тĕрĕ çĕршывĕнче пурăннишĕн хăпартланни палăрчĕ.
Ачасемшĕн усăллă çӳлерех асăннă мероприятисем интереслĕ те пуян пултăр, вĕсен тавра курăмне аталантарма пулăштăр тесе Вера Горбунова, Валентина Боровкова, Светлана Григорьева библиотекарьсем чылай тăрăшнине палăртмалла.
Районти шкулсем çумĕнчи канупа сывлăха çирĕплетекен лагерсем хупăнчĕç, анчах та вĕренекенсен каникул кунĕсем малалла тăсăлаççĕ. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем вĕсен канăвĕ усăллă та интереслĕ ирттĕр тесе малалла та тăрăшĕç. Ачасене тĕрлĕ конкурссем, викторинăсем, савăнăçлă каçсем кĕтеççĕ.
В.Боровкова,
библиотекарь.