Çĕршыв рынок экономикине куçнăранпа районти потребительсен обществи, кĕскен ăна райпо тетпĕр,темĕнле йывăрлăхсене чăтса ирттерчĕ пулин те халăха таварсемпе тивĕçтерес енĕпе аван пырать. Район центрĕнче те, ялсенче те вĕсен конкуренчĕсем, уйрăм предпринимательсем пур. Çавăнпа та райпо ĕçченĕсен хăйсен суту-илӳ точкисем ăнăçлă ĕçлесе пыччăр тесе чылай тăрăшма тивет.
Райпо ял çыннисене строительство материалĕсенчен пуçласа канцеляри таварĕсемпе кĕнекесем таранах тивĕçтерет. Чи пĕлтерĕшли — халăха пахалăхлă продукци çеç сĕнеççĕ. Çавăнпа та ял çыннисем тавар туяннă чухне ытларах райпо магазинĕсене суйласа илме тăрăшаççĕ. Лавккасенчи сутлăх япаласен ассортиментне куллен çĕнетсе тăраççĕ. Район центрĕнчен аякри ялсене те автолавкăсем çитеççĕ. Ял çыннисем заказĕсене пурнăçласа кирлĕ таварсем кӳрсе параççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, халăх ыйтăвне пур енĕпе те тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
Чувашпотребсоюз çулсерен палăртакан пĕтĕмлетӳсемпе те Комсомольскисем лайăххисен йышĕнче. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр пĕтĕм кăтартусемпе вĕсем 2-мĕш вырăн йышăннă, кондитер изделийĕсене хатĕрлессипе вара 1-мĕш вырăна тухнă. Паянхи куна ĕçченсем 56 тĕрлĕ çăкăр-булка, 57 тĕрлĕ кондитер изделийĕсем хатĕрлеççĕ. 2022 çулхи пĕрремĕш кварталта та вĕсем аван ĕçленĕ, кăтартусем лайăх. Кăçал пĕлтĕрхинчен кая мар тата лайăхрах ĕçлесе пыма тĕллев лартнă. Плансене пурнăçлас тесе çине тăраççĕ. 2021 çулта вĕсем бюджета 30 миллион тенкĕ налук хывнă.
— Пурлăхпа техника базине те çулсерен пуянлататпăр. Автомашина паркĕ те çулсерен çĕнелет. Суту-илӳ обьекчĕсем çынсене илĕртчĕр, вĕсенче кирлĕ тавар суйласа илме меллĕ пултăр тесе лавккасене хăтлăх кĕртес енĕпе те чылай ĕç туса ирттернĕ. Ку енĕпе малашне те тăрăшас тĕллевлĕ. Пурте пĕрле килĕштерсен ĕç яланах кал-кал пырать, — терĕ райпо совечĕн председателĕ Светлана Грачева.
Ю.Гаврилов.