Четверг, 25 апреля

Маттур хĕрарăмсемшĕн сасăлăр!

Маттур хĕрарăмсемшĕн сасăлăр!

 

Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ тата Чăваш Ен аталанăвĕн «Пĕрле» фончĕ  «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс ирттерет.

Çапла майпа профессире,   ыр кăмăллăх тата общество ĕçĕсенче пысăк çитĕнӳ тăвакан хĕрарăмсене хавхалантарасшăн.  Конкурс  «Эпир экономикăна аталантаратпăр» («Мы строим нашу экономику»),  «Саккун хуралĕнче» («На страже закона»),  «Вĕренӳ патне ăнтăлса» («К знаниям без барьеров»),  «Сывлăх патне — малалла» («Вперед к здоровью»),   «Общество интересĕшĕн» («В интересах общества»),   «Хамăрăн,  Чăваш енĕн» («Свое,  Чувашское,  родное») номинацисемпе иртет.

 «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса Комсомольски районĕнчен 12 хĕрарăм хутшăнать%  Галина Николаевна Родионова,  Валентина Николаевна Хораськина,  Руфина Васильевна Смирнова,  Елена Геннадьевна  Просвирнова,  Валентина Николаевна Потапова,   Алена Леонтьевна Родионова,  Екатерина Александровна Пермякова «Вĕренӳ патне ăнтăлса» («К знаниям без барьеров») номинацире*

Галина Михайловна Гаврилова,   Вера Николаевна Моторина  «Сывлăх патне — малалла» («Вперед к здоровью») номинацире*

 Олеся Константиновна Митюкова,  Наталья  Геннадьевна Чернова «Общество интересĕшĕн» («В интересах общества») номинацисенче*

 Валентина Васильевна Самаркина  «Хамăрăн,  Чăваш енĕн» («Свое,  Чувашское,  родное») номинацире хутшăнаççĕ.

  Видиопрезентацисемпе «Халăх порталĕнче»  паллашма пулать. Паллашнă хыççăн вара сасăлама та манмалла мар. Районти пултаруллă та маттур хĕрарăмсемшĕн июнĕн 16-мĕшĕччен сасăлама май пур. Апла пулсассăн пурте пĕрле сасăлар-и;

 Пĕлтĕр республика шайĕнче йĕркеленĕ конкурса районта пурăнакансем чылайăн хутшăннăччĕ. Кăçал та çĕнтерӳçĕсен йышĕнче  Каçал тăрăхĕнчи маттур та пултаруллă хĕрарăмсене курасчĕ.

И.Ядрова.

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *