Пятница, 19 апреля

Какай шӳрпи те хуран  кукли — пурте пулчĕ  мĕн тутли

Какай шӳрпи те хуран  кукли — пурте пулчĕ  мĕн тутли

Çумăр пĕрĕхкелесе тăчĕ пулин те июнĕн 8-мĕшĕнче район центрĕнчи культурăпа кану паркне пуçтарăннисен кăмăлне çакă пăсаймарĕ. Хавассăн шăранакан кĕвĕ çемĕ,  хамăр районти тата кӳршĕрен килнĕ райпо ĕçченĕсем илемлетсе хатĕрленĕ павильонсенчи тутлă апат-çимĕç çынсене хаваслăх сĕмĕ пачĕ.

Фестивале Чăвашпотребсоюз председателĕ В. Павлов уçрĕ,  пухăннисене саламласа вăл Каçал тăрăхĕнче пурăнакансем хăнасене яланах çăкăр-тăварпа çеç мар,  тулли сĕтелпе те кĕтсе илнине палăртрĕ. «Комсомольски райповĕ республикăра та,  Раççейре те ырă ят çĕнсе илнĕ. Кунти халăх ĕçлеме те,  савăнма та,  тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме те пĕлет. Çавăнпа та кăçалхи «Вкусы Чувашии» наци апат-çимĕçĕн республикăри фестивалĕн пĕрремĕш тапхăрне ирттерме сирĕн района суйласа илни те ахальтен мар»,  — терĕ Валерий Михайлович хăй сăмахне вĕçленĕ май.

Район пуçлăхĕ Р.Мансуров пирĕн тăрăхра тĕрлĕ халăх ывăлĕ-хĕрĕ килĕштерсе пурăннине,  пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисепленине асăнчĕ,  пурне те савăнăçлă мероприятисене хутшăнма чĕнчĕ.Уяв ячĕпе саламласа ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ О.Петрова,  «Союз женщин Чувашии» обществăлла организаци председателĕн çумĕ Н.Глотова,  ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Краснов,  «Россельхозбанк» АО-н регионти филиалĕн директорĕ И.Письменская наци апат-çимĕçĕ халăхсен йăли-йĕркинче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕç.

Чăнах та фестиваль программи пуян пулчĕ. Тĕп хуламăртан килнĕ «Çăлкуç» халăх,  «Çеçпĕл» эстрада ансамблĕсен,  районти культура ĕçченĕсен художество пултаруллăх коллективĕсен,  «Островок» ташă ушкăнĕн  юрри_ташшине пăхса пуçтарăннисем тĕрлĕ районсенчи райпо ĕçченĕсем илемлетсе хатĕрленĕ павильонсенчи тĕрлĕ тĕслĕ апат-çимĕç выставкипе паллашма та пултарчĕç. Чăваш халăх тумне кăтартакан «Асанне арчи» дефиле те куракансен  кăмăлĕ- сене кайрĕ. Шупашкартан килнĕ ăста повар-кулинарсем ачасене тата пуçтарăннă çынсене хуран кукли тата какай шӳрпи пĕçерес вăрттăнлăхсемпе паллаштарчĕç.

Чăвашпотребсоюз ĕçченĕсем хушшинче иртнĕ ăсталăх конкурсне жюри пĕтĕмлетрĕ. Кăçал Гран-прие Йĕпреç райповĕ çĕнсе илчĕ. Пирĕн районти райпо ĕçченĕсем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Вĕсенех «Наци традицине упраса пынăшăн» номинацире те палăртрĕç. Çĕнтерӳçĕсене Дипломсемпе тата асăнмаллăх статуэткăсемпе наградăларĕç.

Уявра аш-какайран та,  юр-вартан та,  чустаран та,  пахча çимĕçрен те тата ытти çурма фабрикатсенчен те хатĕрленĕ вун-вун апатпа паллашма май пулчĕ. Тăрăшуллă та пултаруллă ĕçченсем ал айĕнчи çимĕçсенченех куçа илĕртекен,  ырă шăршипе тыткăнлакан апат хатĕрлеме пултарнине туллин кăтартса пачĕç.

Фестивалĕн иккĕмĕш тапхăрĕ июнĕн 17-мĕшĕнче Муркаш районĕнче иртет.

Палăртса хăварни вырăнлă пулĕ%  фестивале Чăвашпотребсоюз ЧР Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен,  Культаура,  национальноç  тата архив ĕçĕсен  министерствисемпе тата Чăваш республикин  Хĕрарăмсен союзĕпе пĕрле йĕркеленĕ.

Ю.Гаврилов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *