Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнчи ĕç вырăнне инçетрен çӳрет пулин те Елена Марина фельдшер унта яланах вăхăтра çитме тăрăшать. Ăна кунта пĕр-пĕр чирпе аптракансем, сывлăх енчен хăйсене япăх туякансем чăтăмсăррăн кĕтнине ăнланать вăл. Вĕсенчен чылайĕшне тен, çийĕнчех эмелсемпе сиплемелле те мар пулĕ, кирлĕ сĕнӳсемпе канашсем анчах памалла. «Шур халатлă» ĕçченĕн сăмахĕ вĕсемшĕн темрен те паха. Виçĕ уйăха яхăн çеç кунта ĕçлет пулин те вăл ял çинче ырă ят çĕнсе илме пултарнă.
«Сывлăх» наци проекчĕпе 2021 çулта Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕн çĕнĕ çуртне хута янă. Унта ял халăхне кирлĕ медицина пулăшăвĕ пама пур условисем те туса панă. Анчах та çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшма пултаруллă та ăста спецалист кирлĕ. «Земский фельдшер» программăпа кунта Е.Марина вăй хума пуçланă та. Елена районта асăннă программăпа ĕçе тытăннă пĕрремĕш çамрăк специалист. Вĕсене патшалăх хавхалантарма, ал-ура çавăрса яма яллă вырăн хуларан ăçтарах вырнаçнине кура, 500 пин тенкĕрен пуçласа 750 пин тенкĕ таран пĕр хутчен паракан пулăшупа тивĕçтерет.
— «Земский фельдшер» программа пулни уйрăмах çамрăк специалистсемшĕн паха пулмалла. Опытлă, хăйсен ĕçне чунтан юратакан хулара пурăнакан çынсене те хавхалантармалла. Медицина ĕçченĕсем çук ялсемшĕн ку уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, — тет ФАП заведующийĕ Е.Марина.
Кивĕ Сĕнтĕр ялĕ пысăк мар. Унта 230 çын çеç пурăнать. Юлашки 6 çул хушшинче вырăнта медицина ĕçченĕ пулман. Çавăнпа та ялта фельдшерпа акушер пункчĕн çĕнĕ çуртне хута яни, унта фельдшер пулни кунта пурăнакансемшĕн пысăк парне пекех пулнă. Ял çыннисем кăмăллă.
Фельдшерăн медицинăн тĕрлĕ енĕсене те пĕлмелле% педиатри те, гинегологи те, терапи те, урологи те тата ытти те. Мĕншĕн тесен унăн тĕрлĕ ӳсĕмри, тĕрлĕ чирсемпе аптракан çынсене пулăшу памалла. Ирхи кӳлĕм Елена Геннадьевна ФАПра чирлисене йышăнать, маларах палăртнă сиплев процедурисем тăвать. Кăнтăрла хыççăн пациентсем патне килĕсене каять. Вăл тухса çӳреймен çынсем патĕнче эрнере пĕр хутран кая мар пулма тăрăшать.
— Ялта фельдшер пулни питĕ лайăх. Эпир унăн ĕçĕпе кăмăллă. Киле те çитет, эмелсем те илсе килсе парать. Пулăшу пама яланах хатĕр, — каласа парать А.А.Манзуркина пенсионер.
Çĕршывра халăх сывлăхне сыхлассине лайăхлатас енĕпе чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Вĕсен шутĕнче «Земский фельдшер», «Земский врач» программăсем уйрăмах ял çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ.
Г.Юрьев.