Четверг, 25 апреля

Ĕçе чунтан пурнăçлани паха

Ĕçе чунтан пурнăçлани паха

Кашни çыннах çут тĕнчене килсен малтан выляса-чупса çитĕнет,  ăс пухса пĕлӳ илет,  çитĕнсен çемье çавăрать,  кăмăла каякан ĕç тупать,  пурнăçра хăйĕн вырăнне тупса телейлĕ пулма ăнтăлать.

 Вăрнар районĕнчи Чалăм Кăкшăм ялĕнче çуралнă  Галина Родионова  Комсомольски районĕ тăванран та тăван пулса тăрасса,  хăйĕн пурнăçне вĕренӳ,  библиотека тытăмĕсемпе çыхăнтарасса,  тен,  ача чухне шутлама та пултарайман.  Çапах шăпах çакăнта вăл хăйĕн телейне тупнă.

Вăрнар хĕрĕ шкул пĕтернĕ хыççăн И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППИ-че ют чĕлхесен факультетĕнче ăс пухнă.  Дипломлă специалиста шăпа Комсомольски районне илсе çитернĕ.  Маттур хĕр Вăрманхĕрри Чурачăк тĕп шкулĕнче ăс пухакансене нимĕç чĕлхи вĕрентме пуçланă.  Нумай çул çак ĕçре тăрăшнă вăл,  хăйне пур енĕпе те лайăх енчен çеç кăтартнă.  Çавна май çамрăк специалиста директорăн вĕрен,  тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шаннă,  каярахпа вăл шкул директорĕнче те ĕçленĕ.  2005 — 2011 çулсенче Хырхĕрри тĕп шкулĕнче вăй хунă.  

Пĕр вунă çул каялла шкулсенче нимĕç чĕлхи вĕрентме пăрахрĕç,  акăлчан чĕлхи çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçларĕç.  Çавăнпа та Галина Николаевна урăх специальноç алла илме шутланă.  Мĕн пĕчĕкрен кĕнекесемпе туслă пулнăскер,  библиотекăпа информаци ĕçĕ енĕпе пĕл,  илсе 2011 çулта библиотека тытăмĕнче вăй хума пикеннĕ.  Унтанпа паянхи кунчченех анлă тавракурăмлă,  пур енĕпе те пултаруллă ĕçчен Аслă Çĕрпӳ ел ял библиотекинче тăрăшать.

—  Библиотекарь ĕçĕ тӳрех кăмăла кайрĕ.  Кунта тăрăшасси вăл кĕнеке валеçсе каялла илни çеç мар.  Эпир ялти хастарсемпе кашни уяв тĕлне тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттеретпĕр,  ялăн обществăлла пурнăçĕнчен аякра тăрса юлмастпăр,  пур çĕре те хутшăнма тăрăшатпăр.  Паллă кунсем валли тематика выставкисем йĕркелесе ял çыннисене интереслĕ кĕнекесемпе паллаштаратăп.  Вĕсене вулас текен-  сем йышлăн пулсан кăмăл хăпартланать,  — паллаштарать ĕçĕпе Галина Родионова.  

Кашни килекене ырă кăмăлпа,  ăшă йăл-кулăпа кĕтсе илет библиотекарь.  Çавăнпа та халăх культура вучахнелле туртăнать,  çитĕннисем те,  ачасем те кунта час-часах кĕрсе тухма,  тĕрлĕ кĕнекесемпе паллашма вăхăт тупма тăрăшаççĕ.  2014 çулта библиотека «Чи лайăх муниципаллă культура учрежденийĕ» конкурсра мала тухса 100 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Çак укçа-тенке библиотекăна юсас тата компьютер техникине çĕнетес  çĕре янă.  Конкурсра мала тухнинче,  паллах,  библиотекарĕн тӳпи питĕ пысăк.  Вăл тăрăшмасан çакăн пек çитĕнӳ тума май килмĕччĕ.  

Галина Николаевна пĕр самант та ĕçсĕр ларма хăнăхман.  Вăл художество пултарулăхĕнче те,  спортра та маттур,  район,  республика,  Раççей шайĕнче иртекен конкурссемпе акцисене хаваспах хутшăнать,  пĕрре мар малти вырăнсене те тивĕçнĕ.  Сăмахран,  2015 çулта вăл  республикăн икĕ конкурсĕнче мала тухма пултарнă, «Литературăллă Чăваш Ен»  чи лайăх вуланакан кĕнеке» конкурсра «Чи лайăх конкурс организаторĕ» номинацире,  «XXI ĕмĕр библиотеки» IV республика смотр-конкурсĕнче «Ял библиотеки» номинацире çĕнтернĕ.  Профессире тунă çитĕнӳсемшĕн тата обществăшăн усăллă ĕçшĕн Галина Николаевнăна нумай хутчен культура ĕçченĕсен профсоюзĕн,  наци библиотекин,  ача-пăча библиотекин,  ял тăрăхĕн администрацийĕн,  район администрацийĕн культура пайĕн Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе чысланă.  ЧР  Национальноçсен тата архив ĕçĕн министерстви панă Хисеп грамоти те унăн пур.  

— Кашни ĕçе ӳ ркенмесĕр,  чунтан пурнăçлани паха.  Тăрăшнине кура ӳсĕмсем пулаççех.  Хаçат вулаканĕсене вара кĕнекесемпе туслашма,  нумай çĕнни вуласа пĕлме сунатăп.  Кĕнеке вулани тавракурăма анлăлатать çеç мар,  пурнăçри йывăр лару-тăрусене тĕрĕс татса пама пулăшать,  кирлĕ йышăнусем тума вĕрентет,  — пĕтĕмлетрĕ сăмахне библиотекарь.  

Н. Медведева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *