Четверг, 25 апреля

Кĕнкесемпе туслашма пулăшать

Кĕнкесемпе туслашма пулăшать

Çын кĕнеке вулама юратасси мĕнрен килнине татăклăн палăртма çук та пулĕ.  +емьери воспитанирен-и,  хăйĕн интересĕнчен-и,  обществă витĕмĕнчен-и килет-ши çакă? Анчах та çак туртăм мĕн ачаран аталанса пырать.  Пĕчĕкренех кĕнекесемпе туслашнă çын çитĕнсен те вĕсемсĕр пурăнайманни паллă.

Киров поселокĕнче çуралса    ӳснĕ Ирина та вулама вĕренсенех кĕнекесене юратса алла илнĕ те  хăйĕн пĕтĕм пурнăçне вĕсемпе çыхăнтарнă.  Поселокра хăйĕнче ял библиотеки пулман пулин те малтан Александровкăран илсе килекен литературăна,  кайран Дубовка тĕп шкулне ç, реме пуçласан,  унти кĕнекесене пурне те тенĕ пек   вуласа тухнă.  

Ирина Крылова районти тĕп библиотекăри ача-пăча уйрăмĕнче 2014 çултанпа ĕçлет.  Пĕлĕвне , стерес тĕллевпе вăл 2019 çулта Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтне вĕренсе пĕтернĕ,  «Библиотекăпа информаци ĕçĕ-хĕлĕ» специальноçа  алла илнĕ.  «Аслă шкулта илнĕ ăс-хакăл ăна кулленхи ĕçĕнче чылай пулăшу парать.  Коллективра чи пултаруллă специалистсенчен пĕри вăл.  Вулакансемпе пĕр чĕлхе тупма та,  ачасене интереслентерсе вĕсемпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме те ăста»,  — каласа парать районти централизациленĕ библиотека системин директорĕ Инна Петровна Ядрова.

Чăнах та,  унăн пĕчĕк вулаканĕсем районта ирттерекен тĕрлĕ конкурссемпе викторинăсене,  юмах каçĕсене çеç мар,  республика шайĕнче йĕркелекен мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ.  Акă,  юлашки çулсенче çеç районти ачасем «Мой герой»,  «Мой эгогерой» республикăри конкурссенче иккĕмĕш вырăн йышăннă.  Лэпуксен «Великие люди Чувашии» конкурсĕнче «Они рождены на чувашской земле» номинацире пĕрремĕш пулнă.  Районти ача-пăча библиотекинче вара кашни кун тенĕ пекех тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме тăрăшаççĕ.  Вулав конференцийĕ-и,  юмахсем тăрăх хатĕрленĕ вăйă-викторинă-и,  кĕнекесен геройĕсемпе пĕрле ирттернĕ çулçӳрев-и — ачасем унта хапăлласах хутшăнаççĕ.  Мероприятисен сценарийĕсене те хăйсемех  хатĕрлеççĕ.  Вĕсем вĕренекенсемшĕн те,  шкул çулне çитмен ачасемшĕн те интереслĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ.

— Паян пирĕн пурнăçра Интернет пысăк вырăн йышăнать.  Кашни ача  аллинчех смартфон.  Мĕн тăвăн,  халĕ пурте вĕсемпе усă курса информаци пĕлме тăрăшаççĕ.  Анчах та ачасене кĕнекесем интереслентермеççĕ теме çук.  Юмахсенчен пуçласа детективсем таранах вулаççĕ.  Хăшĕ-пĕри библиотекăна килсен 10 е ытларах та кĕнеке илсе каять.  Апла пулсан вĕсенче ачасем татах та интереслĕрех япаласем кураççĕ,  — тет Ирина Владимировна.  — Хавассăн шапăлтатса кĕнеке суйлакан шăпăрлансем çине пăхатăп та хăмăн  ачалăха аса илетĕп.  Вăл вăхăтра ача-пăча валли кăларнă кĕнекесем паянхи пек илемлĕ пулман.  Çапах та хăйсем патне илĕртетчĕç.  Хальхи пек тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизорсем,  компьютерсем пулмасан та çулталăкра пĕр кĕнеке те вуласа тухман ачасем те пурччĕ.  Унччен те,   халĕ те чылай ашшĕ-амăшĕ ачисене кĕнекесемпе туслаштарасшăн,  эпир те тăрăшатпăр.  Садиксенче те,  шкулсенче те ку енĕпе тимлеççĕ.  Ача-пăча библиотекинче уроксем хыççăн вĕренекенсем тăтăшах пулни вĕсен   кĕнеке пĕл, ллĕх çăлкуçĕ пулнине ăнланнине çирĕплетет.

Хăй суйласа илнĕ ĕçре тӳрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн,  çитĕн, семпе палăрнăшăн Ирина Владимировна район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен секторĕн,  ЧР Культура,  национальноç тата архив ĕçĕсен министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Ирина Крылова пурнăçланă ĕçсемпе лăпланса лармасть.  Вăл яланах шыравра,  ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртсе ачасене кĕнекесемпе туслашма пулăшас енĕпе малашне те çине тăрса тăрăшас тĕллевлĕ.

Ю. Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *