Кам нумай вулать,  çав нумай пĕлет

Кам нумай вулать,  çав нумай пĕлет

 

Библиотека вăл — кĕнекесен илĕртӳллĕ тĕнчи.  Унта пырса кĕретĕн те — хăйне евĕр асамлăха лекетĕн.  Сентресем çине речĕпе лартса тухнă  кĕнекесене часрах алла илсе геройсемпе паллашас,  вĕсен тĕнчине лекес килет.  Çак  кунсенче библиотека кунĕ пулнă май вулавăшра ĕçлекенсем уявра ĕçтешсемпе тата хисеплĕ вулакансемпе пĕрле ирттерчĕç.   

Вулавăш ĕçченĕсене район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Кокорева,  районти тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова саламларĕç,  ĕçре çитĕнӳсем сунчĕç,  маттур та тăрăшуллă ĕçлекенсене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.   

Уяв кунĕ юрă-ташăсăр иртмест,  паллах.  Професси кунĕнче библиотекарьсем хăйсен пултаруллă та маттур пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç.  Вĕсем юрларĕç,  сăвă каларĕç,  сценка та лартрĕç.   

Библиотека кунĕ вара вулавăшпа тачă çыхăну тытакансене чысласси йăлана кĕнĕ тесен те йăнăш пулмĕ.  Паянхи кун библиотекăна çӳрекенсен йышĕ  чакса пырать,  нумайăшĕ тĕрлĕ литературăна интернет уçлăхĕнче вулатпăр,  вулавăша çӳреме те кирлĕ  мар теççĕ.   Вулавăш  чи хастар тусĕ  Петр Лапшин вара çакăнпа килĕшмест.  70 çултан иртнĕ   ветеран кĕнеке вулама çав тери кăмăллать,  вăл уйрăмах историпе кăсăкланать.  Александр Браницын,  Олеся Митюкова,   Людмила Васильева,  Святослав Калашников,  Луиза Петрова,  Лидия Карзакова  — вулавăшăн чи çывăх тусĕсем.  

Кĕнеке  — чи çывăх тус каларăша тĕпе хурса,  кĕнекесен  çуртне,  алла кĕнеке тытса вулама май тупасчех.   

А. Антонова.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *