Çуркунне пуçланнăранпа Чăваш Енре 58 хутчен типĕ курăк хыпса илнĕ. Пĕтĕмĕшле 57 гектар çинче вут-çулăм алхаснă. Пур инкек те çын айăпĕпе сиксе тухнă. +акна асра тытмлла, пушаршăн айăплисене саккунпа явап тыттараççĕ, уголовлă ĕç пуçарни таранах. Апрельтен пуçласа республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăснăшăн 10 административлă ĕç пуçарнă, çав шутра 3 гражданин, должноçри 6 çын, 1 предприяти тĕлĕшпе. Апрелĕн 15-мĕшĕнчен республикăра пушарпа кĕрешмелли йĕркене палăртнă. Асăннă кунран регионта кăвайт чĕртме, кăмрăк çинче апат-çимĕç хатĕрлеме, вăрманта çӳп-çап çунтарма юрамасть. Çавăн пекех вăрман çывăхĕнче çĕр лаптăкĕ çинче, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе юнашар типĕ курăк çунтармалла мар.
Район çыннисене вут-çулăмпа асăрхануллă пулма, тавралăха çӳп-çапран тасатнă май, тирпей-илем кĕртнĕ чухне тимлĕрех пулма ыйтасшăн. Çӳп-çап çунтарни инкек патне илсе çитерме пултарать. Çакна хăвăрах хаçатра вуласа, телевизор курса пĕлетĕр. Çĕршывра мĕн чухлĕ вăрман çунать, ялсенче «хĕрлĕ автан» алхасать, çынсем шар кураççĕ. Çавăнпа та асăрханăр!
Д. Галкин, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн заведующийĕ.