Хисеплĕ ветерансем! Хаклă ентешсем!
Сире Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫине Ҫĕнтерӳпе вĕҫленĕренпе 77 ҫул ҫитнĕ ятпа саламлатăп!
Ҫу уйăхĕн 9-мĕшĕ — пирĕн Ҫĕршыв кун-ҫулĕнчи чи ҫутă кун.
Эпир Ҫĕнтерӳ хакне пурте лайăх пĕлетпĕр, хамăрăн мăнаҫлă патшалăхпа, Тăван ҫĕршыва хӳтĕленĕ аттесен, асаттесемпе кукаҫисен паттăрлăхĕпе мăнаҫланатпăр, Ҫĕршыв ирĕклĕхĕшĕн ҫапăҫса пуҫ хунисене ĕмĕр асра тытатпăр.
Чăваш халăхĕ Тăван ҫĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пынă кĕрешĕве пысăк тӳпе хывнă. Республикăри халăхăн пĕрре пиллĕкмĕш пайĕ фронта тухса кайнă. Ентешсем пур фронтра та ҫапăҫнă. Хĕрарăмсем, ватăсемпе ачасем ҫĕнтерĕве тылра туптанă. Чăваш Ене 28 предприяти эвакуаципе килнĕ. Ҫар хатĕрĕсен, авиаци, танк, тинĕс техникин саппас пайĕсен производствине йĕркеленĕ. Хаяр вăрҫă ҫулĕсенче Чăваш Ен тĕп хули пысăк медицина центрĕ пулса тăнă. Шупашкарта тăватă эвакогоспиталь ĕҫленĕ, унта аманнă салтаксене сипленĕ.
Эпир Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерĕве ҫывхартма тӳпе хывнă Шупашкар иккĕмĕш ҫул Ĕҫ паттăрлăхĕн хули ятпа ҫӳренипе чăннипех те мăнаҫланатпăр.
Хисеплĕ ветерансем! Сирĕн умра паттăрлăхшăн, ҫирĕплĕхшĕн, харсăрлăхшăн пуҫ таятпăр! Сирĕн ҫарти паттăрлăх — Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫисен хальхи ăрăвĕшĕн чи ҫутă тĕслĕх.
Историре ҫырăнса юлнă паттăрлăх обществăна пĕрлештерет, юратнă Тăван ҫĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшма, тĕнче шайĕнче Раҫҫей патшалăхĕн хăватне ҫирĕплетме тата ят-сумне ҫĕклеме хавхалантарать.
Нацизма ҫапса аркатнă, тăван ҫĕре ирсĕр тăшманран хӳтĕлесе хăварнă пирĕн халăхăн паттăрлăхĕ — фашизма ҫĕнтернин палли. Паян 77 ҫул каялла аслашшĕсемпе мăн аслашшĕсем пек Донбаса тата мирлĕ халăха нацистсенчен хӳтĕлекен Раҫҫей салтакĕсене чун-чĕререн тав тăватпăр. Эпир кашни кун ҫĕнĕ паттăрсен — ятарлă ҫар операцийĕ вăхăтĕнче паттăрлăхпа тата харсăрлăхпа палăракан салтаксемпе офицерсен — ячĕсене илтетпĕр.
Раҫҫей халăхĕн чун-чĕре хăватне никам та ҫапса аркатаймĕ! Пĕрле эпир кирек епле йывăрлăха та парăнтарасса, Ҫĕнтерӳ пирĕн енче пуласса шанса тăратăп. Мĕншĕн тесен Ҫĕнтерӳ тĕрĕслĕх енче!
Нацизма ҫĕнтернĕ ăрăва мухтав! Тăван ҫършывăн Аслă вăрҫин паттăрĕсене мухтав! Ҫĕнтерӳҫĕ халăха мухтав!
Уяв ячĕпе! Аслă Ҫĕнтерӳ кунĕпе!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ.