Паянхи кун, социаллă пурнăçпа экономика улшăнăвĕсем тата ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсем аталаннă вăхăтра тăван çĕршыва чун-чĕререн парăнса сыхлама, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеме пултаракан патриотсем кирлĕ. Нумай ашшĕ-амăшĕ ачисене пахалăхлă пĕлӳ пама çеç мар, хăй тĕллĕн ĕçлеме, яваплăха хăнăхтарса çитĕнтерме тăрăшаççĕ. Çавна май шкул саккинченех тĕпренчĕкĕсене кадет класне вĕренме яраççĕ, çарпа ытларах туслаштараççĕ. Унта пĕлӳ пухакансем шкул саккинченех çирĕп те тӳрĕ кăмăллă çитĕнеççĕ. Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулсенче кадет класĕсем пур.
Тĕслĕхрен, ку енĕпе пĕрремĕш çул уçаканĕ Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ пулнă. Евгений Николаевич Савельев шкул директорĕ пуçарнипе 2017 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче ачасене çарпа патриотла воспитани парас тĕллевпе пуçласа «Патшалăх çар служби» çул-йĕрлĕ кадет класĕ уçнă. Паянхи кун вĕренӳ учрежденийĕнче 5 кадет класĕ (5 «к», 6 «к», 7 «к», 8 «к», 9 «к»). Классенче 130 ача ăс пухать. Республикăри «Германире тата Варшава договорĕн çĕршывĕсенче службăра тăнă совет çарĕсен ушкăнĕн ветеранĕсен ассоциацийĕ» обществăлла организаци кадет класĕсене куллен пулăшса пырать, тĕл пулусем, мероприятисем йĕркелет.
Кадетсем тĕп программăпа ăс пухнипе пĕрле стройпа утма, хĕç-пăшалпа усă курма, хореографи ăсталăхне, хорпа юрлама, ĕçлĕ хутшăнăва çирĕплетме, Тăван çĕршыв историне, спорт туризмне, шывра ишме тата шашкăлла выляма вĕренеççĕ. Вĕсем музейсене, экскурсисене тăтăшах кайса çӳреççĕ.
— Евгений Николаевич, ачасене вĕренӳре кăсăклантарма мĕнле майсемпе усă куратăр?
— Хамăр ĕçе эпир кашни вĕренекенĕн хăйнеевĕрлĕхне шута илсе йĕркелетпĕр. Пирĕн коллективри педагогсем пурте опытлă. Кадет класĕсенче ĕçлекен учительсем кăткăс лару-тăрури ыйтусене тивĕçлĕ татса пама пултарнипе палăрса тăраççĕ.
— Сирĕн шкулти кадетсем тĕрлĕ конкурссене тăтăшах хутшăнаççĕ. Çакăн çинчен каласа парăр-ха.
— Кадет класĕсене уçнăранпа пилĕк çул çитрĕ. Çак тапхăрта вĕренекенсем сахал мар çитĕнӳпе палăрчĕç. Районти, республикăри тата пĕтĕм Раççейри ăмăртусемпе конкурссене, смотрсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Республика шайĕнчи «Çĕнтерӳ çăлтăрĕсем» бал ташшисен 6-мĕш фестивалĕнче кадетсем 2-мĕш пулчĕç. 2018 çулта кадетсен тата çарпа патриотла ушкăнсен Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 73 çул, 74 çул çитнине халалланă республикăри «Çĕнтерӳ салючĕ» смотр-конкурссенче 1-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. «Марш победителям! Смотр строя и песни» онлайн-конкурсра та 1-мĕш вырăн йышăнса палăрчĕç. Наградăсене регионсем хушшинчи «Сыны Отечества» офицерсен юлташлăхĕн представителĕсем кадетсем патне илсе çитерчĕç.
2022 çулта 9-мĕш кадет класĕн вĕренекенĕсем çарпа патриотла клубсен, кадет класĕсен, «Юнармия» уйрăмĕсен республика шайĕнчи «Пире çак мире упрама халалланă» фестивальте 15 команда хушшинче 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç. 6 «к» класс кадечĕсем «Чудо-шашки» фестивалĕн районти тапхăрĕнче вĕренӳ учрежденисен командисем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнчĕç, Шупашкар хулинче йĕркеленĕ тупăшура 3-мĕш вырăнпа палăрчĕç.
Вĕренекенсен портфолио çулталăк тăршшĕпе спортри, наукăпа практика тата общество ĕçĕсенчи, юрăпа ташăри Хисеп грамотисемпе, Дипломсемпе, Тав хучĕсемпе пуянлансах пырать. Комисси пăхса тухса кадетсене çитĕнӳсемшĕн звани те парать —вице-ефрейтортан пуçласа вице-старшина таран.
— Çитес вĕренӳ çулĕнче сирĕн шкулта тата тепĕр кадет класĕ уçăлмалла…
— Ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе тата ачасен тăрăшулăхне кура 2022—2023 вĕренӳ çулĕнче тепĕр кадет класĕ уçма планланă. Кадет класĕнче ăс пухас шутлă вĕренекенсен вара çирĕп тĕллевлĕ пулмалла. Çак класа сывлăх енчен çирĕпписене тата вĕренӳре лайăх ĕлкĕрсе пыракансене тата тавралăх, математика, вырăс чĕлхи, физкультура предмечĕсемпе тĕрĕслев ĕçĕсем аван çыракансене илеççĕ. Ачасене тĕрĕслев ĕçĕсене ăнăçлă пурнăçласа кадет класĕн вĕренекенĕ пулма, хăйсем умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама сунатăп.
Палăртса хăвăратăп, ачисене кадет класне вĕренме ярас кăмăллă ашшĕ-амăшĕсенчен заявленисене апрелĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа майăн 18-мĕшĕччен йышăнатпăр.
С.Ефимова