
Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнисен ячĕсене çырнă «Астăвăм» кĕнекин 3-мĕш томĕ 1996 çулта пичетленсе тухнă. Унта республикăри 5 районта çуралнă, вăрçă вăхăтĕнче хыпарсăр çухалнă, госпитальсенче вилнĕ салтаксен ячĕсене çырнă. Кĕнекере пирĕн районта кун çути курнă Сталинградшăн çапăçса вилнĕ 48 çын ячĕ пур. Вĕсенчен тăваттăшĕ Элпуç ял тăрăхĕнчен: Петр Маркович Антонов (1918 ç.ç.), Бедертдин Сиразетдинович Сиразетдинов (1905 ç.ç.), Виталий Петрович Алексеев (1923 ç.ç.), Ефим Захарович Захаров (1913 ç.ç.). 48-шĕ те Комсомольски çар ĕç комиссариачĕ урлă вăрçа тухса кайнă. Вĕсене пурне те 1942 çулхи майăн 1—6-мĕшĕсенче Канаш хулинче йĕркеленĕ запасри 357-мĕш çар чаçĕн йышне кĕртнĕ.
Шырав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн Е.З.Захаров сержант çинчен «Астăвăм» кĕнекере тĕрĕсех çырманни палăрчĕ. Унта вăл 1942 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче Волгоград (унчченхи Сталинград) облаçĕнче вилни, ăна Чардыщенск районĕнчи Катлубань чукун çул станцийĕ çывăхĕнче пытарни çинчен палăртнă. Вăл вăхăтра унпа пĕрле пулнă Элпуç çынни Кондратий Алексеевич Захаров кайран каласа панă хыççăн вĕсен чаçне нимĕç бомбардировщикĕсем тапăнни, бомбăсем пăрахни паллă. Салтаксенчен хăшĕ-пĕри çывăхри вăрмана тарса ĕлкĕрнĕ, уçă çĕрте юлнисем хушшинче аманакансемпе вилекенсем чылай пулнă. Чĕрĕ юлнисем хушшинче вăл хăйĕн ентешне Е.Захарова курманни çинчен пĕлтернĕ. Мăшăрне Ефим Захарович вилни çинчен калакан хута 1947 çулта çеç панă.
Чăнлăха вара сыхланса юлнă çырусем уçса пама пулăшаççĕ. Пĕрне Е.З.Захаров Куйбышеври госпитальтен янă. Эпĕ вăл унта хăш вăхăтра пулнипе кăсăкланса архива çыру ятăм. Хурав Е.Захаров унта 1942 çулхи октябрĕн 11-мĕшĕнчен ноябрĕн 25-мĕшĕччен сипленни çинчен калать. Госпитальтен тухнă хыççăн яла тепĕр çыру янă. «…Вăрманта çĕрпӳртсенче пурăнатпăр. Хĕллехи тумтир пачĕç: шинель, фуфайка, çĕлĕк, ăшă шăлавар, алсиш, ботинка. Кăçатă шантараççĕ. Отделени командирĕ туса хучĕç. Ырă-сывă пулсан хам çинчен çырса пĕлтерĕп…»
Çулталăка яхăн вăхăт иртсен, 1943 çулхи октябрь уйăхĕнче мăшăрĕ Мария Ивановна Е.Захаровран тепĕр çыру илнĕ. «Паянхи кун эпĕ чĕрĕ-сывă, пурне те салам, ыранхи кун мĕнле пулассине пĕлместĕп. Днепр çыранĕсем патне çитрĕмĕр. Улькапа Елькана уйрăм салам кала. Чĕрĕ юлсан курнăçăпăр. Кĕçех тăваттăмăш çапăçăва кĕретĕп…»
Апла пулсан Е.З.Захаров «Астăвăм» кĕнекинче палăртнă пек Сталинград облаçĕнче вилмен, аманса сипленнĕ хыççăн малалла та тăшмана хирĕç çапăçнă. Шел пулин те, çав çырусем хыççăн ун çинчен нимĕнле хыпар та çук. Ку енĕпе малалла ĕçлетпĕр.
Паянхи кун Е.З.Захаровăн шăллĕ Никифор та, мăшăрĕ Мария Ивановна та, хĕрĕсем Ольгăпа Лена та пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Анчах та паттăр ячĕ манăçман. Çĕрпӳ хулинче пурăнакан мăнукĕ, Елена Валентиновна Носова кашни çулах Çĕнтерӳ парадне кукашшĕн сăн ӳкерчĕкне вырнаçтарнă транспарант йăтса тухать. Вăл Е.Захаровăн фронтри малаллахи шăпипе питĕ интересленет. Кăçал Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 77 çул çитет. Вăрçă ахрăмĕ кĕрлесе иртнĕренпе чылай вăхăт хыçа юлнă пулин те хаяр тăшмана хирĕç кĕрешсе пуç хунисене асран кăлармалла мар. Каласа хăвармалла, иртнĕ вăрçă районта пурăнакан кашни çемьенех пырса тивнĕ, кашни йăх-ăрăвах нихăçан та тӳрлетме çук тарăн суран хăварнă.
А.Агафонов,
таврапĕлӳçĕ.