Пĕрремĕш хут чĕртнĕренпех çулăм çыншăн юлташ та, тăшман та пулса тăрать. Унпа усă курса эпир ăшăнатпăр, тутлă апат хатĕрлетпĕр, кăвайтри е каминри ялкăшакан çулăм çине пăхса киленетпĕр. Çав вăхăтрах алхасса кайсан вăл пурнăçа та, пурлăха та хĕрхенмест.
Пушар хуралĕ — хăть мĕнле йывăр лару-тăрура та вырăнлă йышăну хăвăрт тăвакан чи кирлĕ служба. Статистика палăртнă тăрăх, хăрушлăх енчен илсен пушар сӳнтерекенсен ĕçĕ чи йывăррисенчен пĕри шутланать. Кунта ăнсăртран лекнĕ çын нумай тытăнса тăраймасть. Пушар хуралĕнче тивĕçлĕ канăва кайиччен ĕçлени çак йывăр профессие çын тарăннăн шутласа, ăнланса суйласа илнине çирĕплетет.
Паллă вырăс писателĕн В.А.Гиляровскин «Кашни пушар сӳнтерекен — паттăр, вăл пурнăç тăршшĕпех вăрçăра, кашни минутра хăрушлăха кĕрет» сăмаххисем инкеке лекнĕ çыншăн шанчăк пулса тăракан паттăрсене тĕрĕс хак параççĕ. Куллен пурнăçлакан ĕçри тивĕç вĕсен çирĕплĕхне тĕрĕслесех тăрать. Пушар хуралĕнче ĕçлекенсем çулсерен çынсене вилĕмрен çăлаççĕ, миллионшар тенкĕлĕх пурлăх сыхласа хăвараççĕ.
Комсомольскинчи 31-мĕш пушар чаçне йĕркеленĕренпе апрелĕн 17-мĕшĕнче 60 çул çитет. Çак вăхăтра унти ĕçченсем сахал мар пушар сӳнтерме çула тухнă, ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнисен шучĕ те самаях. Коллективра тăрăшуллă та маттур ĕçченсем вăй хураççĕ. Вĕсем ĕçре те, обществăра та, пурнăçра та маттур, харсăр.
Паянхи кун пушар чаçĕнче 21 çын тăрăшать. Çамрăксемпе аслисем яланах пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, килĕштерсе ĕçлеççĕ. Александр Самарин, Анатолий Тихонов, Герман Крылов, Эдуард Баранов, Григорий Карзаков водительсем, Андрей Жуков, Андрей Прохоров, Иван Порфирьев караул начальникĕсем, Николай Мамуткин пушар сӳнтерекен çынсен пурнăçĕпе пурлăхĕшĕн 20 çул ытла сыхă тăраççĕ. Александр Антонов караул начальникĕ, Сергей Жуков пушар сӳнтерекен, Сергей Краснов, Александр Прохоров водительсем те нумай çул çак сăваплă ĕçре тимлеççĕ.
Пушар чаçĕн начальникĕ Иван Ананьев, начальник çумĕ Владимир Степанов, Андрей Лупов, Алексей Абуков пушар сӳнтерекенсем, уйрăм командирĕ Александр Вунберов тата Алексей Ефремов, Евгений Козин, Александр Матвеев водительсем — пушар чаçĕнчи çамрăк специалистсем аслисен ĕç опытне хисеплесе вăй хураççĕ.
Вут-çулăмпа куçа-куçăн тăракансем хăйсен тивĕçĕсене ылмашăнса пурнăçлаççĕ. Караулта тăваттăн тăраççĕ. Чаçре пушар сӳнтермелли 4 машина: 8 тоннăллă «КамАЗ», «Урал», пушар пусмиллĕ автоцистерна тата резерври «ЗИЛ». Инкек вырăнне вăхăтра çитсе лайăх ĕçлесси техника юсавлăхĕнчен нумай килет. Çавăнпа водительсем хăйсене шанса панă автомашинăсене тĕрĕслесе-юсасах тăраççĕ. 31-мĕш чаçра ĕçлекенсен ăсталăхĕ пысăк. Вĕсем çулсерен иртекен республика шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса курăмлă çитĕнӳсем тăваççĕ, малти вырăнсем йышăнаççĕ.
Асанкасси, Хырхĕрри, Тукай, Шурут, Урмаел, Чĕчкен, Элпуç, Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕсенче пушар хуралĕсем, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче ирĕклĕ пушар хуралĕн команди пурри те 31-мĕш пушар чаçĕнче тăрăшакансемшĕн паха. Çавăн пекех вăрманти пушар хурал службин те вут-çулăма сӳнтермелли машина пур. Вĕсем район центрĕнчен инçетре вырнаçнă ялсене чи малтан çитеççĕ. Тĕп вăйсем çитиччен пушара сӳнтерме пикенеççĕ.
Вут-çулăма сӳнтересси çăмăл мар. Çавăнпа пушар чаçĕнче тăрăшакансем çулăм тухасран асăрхаттарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иван Ананьев тата районти надзорпа профилактика ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕ Владимир Давыдов час-часах çынсемпе тĕл пулса калаçусем ирттереççĕ, хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен аса илтереççĕ, сĕнӳсем параççĕ.
Нумаях пулмасть, юбилей умĕн эпĕ районти 31-мĕш пушар чаçĕнче пултăм. Унăн историйĕпе тата паянхи кунхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăм, начальникĕпе Иван Ананьевпа калаçрăм.
— Иван Владимирович, 31-мĕш пушар хурал чаçĕн историне аса илер-ха?
— Вăл 1962 çулта йĕркеленнĕ. Ăна Иван Ефграфов ертсе пынă, çумĕ — Алексей Будаков. Шупашкартан килнĕ пушар машини çинче Анатолий Митюков, Николай Чукмарев, Владимир Егоров тата Анатолий Гусячкин водительсем ĕçленĕ. Пĕр машина кăна пулнă. Вĕсем ялсенче тухнă пушарсене çеç мар, кӳршĕ районсенче алхасакан «хĕрлĕ автана» чарма çӳренĕ. 1965 çулта района тепĕр машина панă. Çав вăхăтра пушар чаçне Анатолий Митюков ертсе пынă. Çакă вут-çулăмпа кĕрешес ĕçе самаях çăмăллатнă. Малтанхи вăхăтра колхозсенче пушар машинисем пулман. Вут-кăвар сиксе тухас пулсан кӳршĕсем, ытларах чухне Патăрьелсем, пулăшнă. Районти хуçалăхсем те пушар машинисем туянма тытăнни вара питĕ вырăнлă пулнă. 1967—1973 çулсенче начальникра А.Митюков ĕçленĕ. Ун хыççăн Николай Дмитриев ертсе пынă. 1974 çултан пуçласа 1992 çулччен чаç начальникĕнче Виталий Мамуткин ĕçленĕ. Çав вăхăтра пушар чаçĕн пурлăх никĕсĕ те техникăпа чылай пуянланнă. «ГАЗ-66», «ЗИЛ-130», «Урал» автомашинăсем килнĕ. Штат та ӳснĕ — 5 водитель ĕçлеме пикеннĕ.
1987 çулта пушар чаçĕ валли çĕнĕ çурт хăпартнă. Çав çурта тума район нумай пулăшу панă. «Эмитрон завод», «Комсомольский» совхоз укçа-тенкĕ чылай уйăрнă. Республикăран та пулăшу пулнă. Ĕçе районти строительство участокĕн (МСО) ĕçченĕсем пурнăçланă. 1992—1999 çулсенче пушар чаçне Владимир Васильевич Павлов ертсе пынă. Ун хыççăн çак должноçра Сергей Алексеев ĕçлеме пикеннĕ. Унтан начальникĕн ĕçĕсене Михаил Дряблов пурнăçланă. Тĕрлĕ тапхăрта ĕçленĕ пушар хуралĕн начальникĕсем пурте районта хăрушсăрлăх çирĕп пултăр тесе сахал мар тăрăшнă, пурлăх базине çирĕплетессишĕн нумай вăй хунă.
— Коллектив тивĕçлĕ канăва кайнисемпе тачă çыхăну тытать…
— Эпир тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă хисеплĕ аслă юлташсемпе: Виталий Мамуткинпа, Владимир Павловпа, Владислав Тихоновпа, Вячеслав Мамуткинпа, Николай Луповпа тĕл пулсах тăратпăр. Вĕсен паха опычĕ пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.
— Пушар сӳнтерекенсен караулти кун йĕркипе паллаштараймастăр-ши?
— Караул сменине кĕрсен пушар хуралĕн ĕçченĕсем кун йĕркипе килĕшӳллĕн ĕçлеççĕ — физкультура занятийĕсем, вĕренӳсем, тренировкăсем. Вĕсем караулти лăпкăлăха телефон шăнкăравĕ самантра татма пултарнине шута хурса яланах инкек вырăнне кĕске вăхăтра пуçтарăнса тухса кайма хатĕр тăраççĕ. Талăкра район территорийĕнче пушар тухманни е авари пулманни вĕсемшĕн чи пахи.
— Пушар сӳнтерекенĕн çынри мĕнле енсем пулмалла?
— Çирĕп те тӳрĕ кăмăллă, паттăр та харсăр пулмалла, лăпкă, çухалса каймасăр оперативлă ĕçлеме пĕлмелле. Çав вăхăтрах юлташĕсене те хăйне шаннă пек шанма хăнăхмалла. Коллектив туслă та шанчăклă пулни чи кирли. Караул начальникĕн инкек вырăнне çитсен лару-тăрăва питĕ хăвăрт тĕпрен хакласа тивĕçсене ушкăн хушшинче палăртма пĕлмелле. Сăмахран, пушара хăш енчен сӳнтерме тытăнмалла тата ытти те. Пĕтĕмлетсе каласан, çыннăн хăрушă лару-тăрура çухалса каймасăр, пĕтĕм вăй-хăватне пухса хăйĕн ĕçне пĕлсе, йăнăшмасăр пурнăçламалла.
— Кăçал районта пурĕ миçе хут «хĕрлĕ автан» алхаснă?
— Кăçалхи январьтен пуçласа паянхи кунччен районта пушар пулнă 4 тĕслĕх: Асанкассинче хуралтăсем, Хирти Мăнтăрта çурт çуннă, Урмаелĕнче автомашина тата çурт çунса кĕлленнĕ. Кăнтăрлахи пушарсене хăвăртрах сӳнтерме пулать. Кам та пулин курать, вăхăтра шăнкăравлать. Çĕрле вара, çынсем ыйха путнă вăхăтра, çулăм тухнине ытларах чухне кая юлса сисеççĕ. сисеççĕ. Эпир çитнĕ çĕре лару-тăру та йывăрланать. Хĕллехи вăхăтра юр хӳнĕ çулсем те, тăвăр тăкăрлăксем те пушар сӳнтерес ĕçре пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратаççĕ.
— «Хĕрлĕ автан» алхаснин сăлтавĕ нумай чухне мĕнре-ши?
— Ытларах чухне уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче алхасать вăл. Сăлтавĕсем вара — газпа, электооборудованипе, йăлари приборсемпе тата хутса ăшăтмалли кăмакасемпе каланккасемпе усă курнă чухне çăмăлттай пулни. Çавăнпа районта пурăнакансене пурне те хăйсен кил-çурчĕсемпе хуçалăхĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă пулнине аса илтерес килет. Çулăм çăмăлттайлăха каçармасть, никама та хĕрхенмест. Яланах сыхă пулăр.
Пушар хуралĕн хисеплĕ ĕçченĕсене тата ветеранĕсене Комсомольски пушар чаçне туса хунăранпа 60 çул çитнĕ ятпа саламлатпăр. Паттăр та хастар пулнăшăн, профессине чунтан парăнса ĕçленĕшĕн тав тăватпăр. Сирĕн караул сменисем лăпкă, чрезвычайлă лару-тăрусăр иртчĕр, пархатарлă ĕçĕр яланах хисеплĕ пултăр. Вăй-халăрсем иксĕлми, сывлăхăрсем хурçă пек çирĕп пулччăр.
С.Ефимова.