Кĕнеке — пĕлӳ çăлкуçĕ теççĕ. Апла пулсассăн кĕнекепе туслашмалла, ăна ытларах вуламалла, çĕннине пĕлме ăнтăлмалла. Паянхи кун вулавăшри çӳлĕксем тĕрлĕ литературăпа пуян. Алла тытса вулама çеç кăмăл пултăр. Тĕрлĕ тĕслĕ хуплашкаллисем, пуян содержаниллисем, ӳкерчĕклисем ачасене уйрăмах илĕртеççĕ. Кĕнеке фончĕ пуян пулни библиотекăна çӳрекенсене хавхалантарать.
Çак кунсенче вара районти шкулсен вулавăшĕсем тата районти тĕп библиотека çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕç. Тутарсен Пĕтĕм тĕнчери конгресĕ тата республикăри тутарсен наципе культура пĕрлешĕвĕ вулавăшсене кĕнекесем парнелерĕ. Районти тĕп вулавăша, Комсомольски 2-мĕш, Урмаел, Тукай Мишер вăтам тата Чĕчкен тĕп шкулĕсене пурĕ 500 ытла кĕнеке пачĕ.
Республикăри тутарсен наципе культура пĕрлешĕвĕн председателĕ Марат Айзатуллов пуçарулăхĕпе тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Фидаил Рахимзянов тăрăшнипе çĕнĕ кĕнекесем вулавăшсене çитрĕç. Тутар чĕлхипе çырнă тата вырăсла куçарнă кĕнекесем, учебниксем, тĕрлĕ пособисем ачасемшĕн те вĕрентекенсемшĕн те усăллă пулĕç. Марат Минсаитович пĕлтернĕ тăрăх, çак ырă йăла — кĕнеке парнелесси — малашне те пурнăçланмалла.
А.Антонова.